15 февраля 2022 г.
Шкулăн тĕп тĕллевĕ - ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парасси. Федераци, республика, район шайĕнче вĕренỹ учрежденийĕсен пурлăх никĕсне пуянлатас тесе нумай укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Юлашки 3 çулта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта кунти администраци тăрăшăвĕпе "Точка роста" центрĕн икĕ кабинечĕ уçăлчĕ. Физика кабинечĕ çеç миллион тенкĕ ытла тăракан çĕнĕ оборудованипе пуянланчĕ, информатика кабинечĕ те тĕпрен çĕнелчĕ. Чỹрече кантăкĕсене пластикпа улăштарчĕç. Ачасемпе тивĕçлĕ пĕлỹллĕ педагогсем ĕçлеççĕ. Пĕлỹ илме май паракан условисем çителĕклĕ кунта.
Шкулта ача талăкăн пĕрре виççĕмĕш пайне ирттерет. Ыттине вара - килте, çемьере, урамра тата ытти те. Мана, 42 çул педагог пулса ĕçлекенскере, юлашки вăхăтра çитĕнекен ăрăвăн культура шайĕ чакни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр ашшĕ- амăшĕнчен çакăн пек каланине илтме пулать: "Сире ачасене шанса панă, ĕçлĕр, кирлĕ пек воспитани парăр". Çакăнпа эпĕ килĕшесшĕн мар. Енчен те вĕсем ачисене шкулта хăйсене йĕркеллĕ тытма, учительсемпе пĕр класра вĕренекенсене хисеплеме вĕрентмеççĕ пулсан, нихăш вĕрентỹ системи те вĕсене кирлĕ пек пĕлỹ пама пултараймасть. Килте ачасем умĕнче вĕрентекенсем çинчен начар калаçсан ывăл-хĕрĕр урокра хăйне йĕркере тытма пачах манать, вĕрентекене чăрмантарать, унпа тавлашма та именсе тăмасть, ыйту хуравĕсене телефонпа усă курса çырса илме тăрăшать. Çакнашкал çемьесем учитель ачана класран хăваласа кăларса яманнине пĕлеççĕ. Педагогăн ирĕксĕрех çакăн пек ачасен нĕрсĕр хăтланăвне чăтма тивет.
Хăйсенчен аслăраххисене сывлăх сунма, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытма, сăпайлă пулма вĕрентесси - çемьен тĕп тĕллевĕ пулмалла. Çакна шкула кайичченех хăнăхтармалла. Хăш-пĕр çемьери ачасен калаçăвне илтсен хăлха йỹçĕхме те пултарать. Пĕр предложение те киревсĕр сăмахсăр йĕркелеймеççĕ.
Урăх çын ĕçне хаклама пĕлменни те çемьере тивĕçлĕ воспитани илейменнипе çыхăннă. Çак ачасемех конфет хучĕсене урайне пăрахаççĕ, чăмлак юлашкийĕсене парта е пукан айне çыпăçтараççĕ, сĕтел çине лараççĕ, шкула электронлă сигарет илсе килме те именсе тăмаççĕ. Вĕсемех хăйсен прависене "лайăх" пĕлеççĕ, тивĕçĕсене манаççĕ.
Интернетпа телефона пула пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва та хавшатрăмăр. Ачасем ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйма пăрахрĕç. Хĕрĕ е ывăлĕ миçе сехет телефонпа ларни, мĕнле вăйă выляни, кампа çыхăну тытни пăшăрхантармасть. Инкек килсе тухсан çеç "вăранатпăр". Хамăр йăнăша кая юлса ăнланатпăр.
Воспитани ĕçне пурин те хутшăнмалла. Шкул çеç кĕтнĕ результат параймĕ. Ачасен пуласлăхĕ çине куçа хупса алă сулмалла мар пирĕн. Тикĕс кусакан кустăрмана патак чикекенсем пур пулсан эпир каялла çаврăнса килекен бумеранга хамăр çамкапа кĕтсе илмĕпĕр-ши?
Н.ЧУМЕРИН, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)