04 февраля 2022 г.
Çăкăр. Мĕнле вырăн йышăнать вăл пирĕн пурнăçра? Пĕлтерĕшĕ, хакĕ мĕнре-ши унăн? Перекетлĕ тытатпăр-и паян эпир ăна? Çăмăл-и çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕ? Çак ыйтусен хуравĕнчен пуçларĕç Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 класра вĕренекенсем Ленинград хулине фашистсенчен хăтарнăранпа 78 çул çитнине халалланă урока.
Çăкăр. Унăн пурнăçри хакне, пĕлтерĕшне каласа пама сăмах та çитес çук. Вăл çĕр-анне паракан хаклăран та хаклă ырлăх, пуянлăх. Çынсем çăкăр тытса хăйсен чи çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем умĕнче тупа тăваççĕ. Çăкăрпа çывăх туссене, ĕç паттăрĕсене, сумлă хăнасене кĕтсе илеççĕ. Вăл ĕмĕртенпех хисепре. Ахальтен мар пурте ун умĕнче пуç тайса "Çăкăртан асли çук", тенĕ.
Малалла вĕренекенсем Ленинград хулинчи çынсем блокада йывăрлăхĕсене, выçлăха мĕнле чăтса ирттернине тимлесех итлерĕç.
Ленинград хулине тăшман çарĕ вăрçă пуçлансанах çавăрса илнĕ. (1941 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа1944 çулхи январьччен). 3 миллиона яхăн çын тыткăнри пек пурăннă. Кунĕн-çĕрĕн бомба-снаряд ỹкнĕ. Унтан хăрушă выçлăх çитнĕ. Хула урамĕсенче чĕрчунсем кăна мар, курăк та юлман. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă. Çапла блокада 871 куна тăсăлнă, пĕтĕмпе хулари 850 пин çыннăн кун-çулне татнă. Ĕçлекеннисене кунне 250 грамм, ыттисене 125 грамм çăкăр тивнĕ. Хăш-пĕр кунсенче вăл çынсем патне çитейменни те пулнă. Çапах та хула чĕрĕ юлнă, темле вăйсăрлансан та тăшмана парăнман.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тылри халăха та питĕ йывăр килнĕ. Колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен çынсем те тăраниччен çиеймен.
Вĕренекенсем урок вĕçĕнче çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, сăвăсем каларĕç, кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç.
"Çăкăр пулсан эпир сывă, çĕршыв та малалла аталанать. Урăх нихçан та, никам ĕмĕрĕнче те вăрçă ан пултăр",- тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем.
В.ФЕДОРОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)