28 января 2022 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пуçламăш класĕнче вĕренекенсем "Çынсене пулăшма хăнăх" проектпа килĕшỹллĕн С. Урукова класс ертỹçи йĕркеленипе "Пĕрремĕш пулăшу азбуки" урок ирттерчĕç. Унăн тĕп шухăшĕ çакăнта: кашни çын пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмелле, инкеке лекнĕскерсене е ыттисене те сехĕрленсе ỹкме памалла мар. Пулăшу парассине комплекслă тумалла. Анчах мĕнле-ха? Шăпах çакăнпа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе чĕнсе илчĕç те ĕнтĕ ачасем урока районти тĕп больница врачне Ф.Хафизовăна.
Ферия Феридовна мастер-класс кăтартрĕ. Заняти вăхăтĕнче теори пĕлĕвне практикăпа çыхăнтарчĕ. Ал-урана суранлатсан малтанласа мĕнле çыхмаллине вĕрентрĕ.
"Çăлавçăсем" вăйă выляни, "Пĕрремĕш пулăшу" викторина ирттерни, "Кĕтмен лару-тăру" заняти пурне те килĕшрĕ. "Пĕрремĕш пулăшу азбуки" темăпа презентаци пăхрĕç. Юн юхнине чарма пĕлни, ал айĕнчи япаласемпе шăмă хуçăлнине çыхма май тупни, ỹпкене çăмăллăн сывлаттарса яма пултарни, чĕрене массаж туни, инкеке лекнĕ çынна тепĕр вырăна куçарма пĕлни кирек кама та пурнăçра кирлех. Çакнашкал занятисем ачасемшĕн усăллах. Вĕсене çитĕнекен ăру кирлĕ чухне усă курма пĕлни лайăх. Юлташлăх туйăмĕ те ỹсет. Сывлăха упрасси çинчен те шутлама пултаратăн.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)