19 октября 2021 г.
ПАТĂРЬЕЛ ял тăрăхĕнче иртнĕ профилактика канашĕн ларăвне район прокурорĕ А. Афанасьев, И. Валеев участокри уполномоченнăй, йĕрке хуралĕн ытти служба представителĕсем, старостăсемпе депутатсем хутшăннă. Тĕп ыйтусенчен пĕри - ỹсĕрле руль умне ларакансемпе, тĕрлĕрен преступлени тунипе инспекцинче шутра тăракансемпе, социаллă йывăр çемьесемпе куçа-куçăн курнăçса тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Профилактика канашĕн ларăвĕнче вĕсемпе кашнийĕнпе уйрăм калаçу ирттернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)