Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ĕçре тупнă телей пысăк хисепе тивĕçлĕ

20 августа 2021 г.

 "Батыревский" акционерсен хупă обществи районта ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Пĕрлешỹре çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Хуçалăх хăйсен ĕçченĕсене кирлĕ пек хавхалантарас тĕлĕшпе те ырă тĕслĕхлĕ. Коллективра çулсеренех Чăваш Республики шайĕнче хисеплĕ ята тивĕçнисен ушкăнĕ пысăклансах пыни те çакнах çирĕплетет. Акă, кăçал çеç Республика кунĕнче ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн уй-хир бригадин ĕçченне Надежда Алексеевна Саймуковăна (ỹкерчĕкре) "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

 - Пĕрлешĕвĕн тĕп вăйĕ - çĕр ĕçченĕ, механизатор, выльăх-чĕрлĕх пăхакан. Кадрсем - пысăк хисепре, сумра. Вĕсене ĕçленĕшĕн тивĕçлипе тỹлеме, пурнăçра кирлĕ пек хавхалантарма тăрăшатпăр. Чĕрĕк ĕмĕр уй-хир бригадинче тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан Н. Саймукова кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен çак хисепе илме тивĕçрĕ. Виçĕ ача амăшĕ пур енĕпе те маттур та пултаруллă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Маларах çакнашкал сумлă ятпа А. Белков, Ю. Арланов механизаторсене, Д. Аврелькин ветеринари врачне, П. Гаврилова тата ыттисене те саламланăччĕ. Ырă ĕçе малалла та тăсăпăр. Телейне ĕçре тупнă çын кашниех хисепе тивĕçлĕ,- кăмăлтан каласа парать 2004 çултанпа çак хуçалăха ертсе пыракан Петр Ялуков.

Сăмахăма уй-хир бригадин хастарĕ Надежда Саймукова пирки малалла тăсасшăн. Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç хĕрĕн ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхĕ ашшĕ- амăшĕнченех куçнă. Алексей Владимировичпа Христина Николаевна Смирновсем пилĕк ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса, тăванлăх туйăмне упрама вĕрентсе ỹстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Тимĕрккесен (ялта çапла калаççĕ) йăх-несĕлне ачисем тивĕçлипе малалла тăсаççĕ. Пурте вĕренсе аслă çул çине тухнă, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă. Надежда Алексеевна вара шăпа пилленипе Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Хăйĕн специальноçĕпе Шупашкарти пир-авăр фабрикин Патăрьелĕнчи филиалне ĕçлеме килнĕ хĕр пурнăç тĕввине Леонид Саймуковпа çыхăнтарнă. Вăхăчĕ çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Çамрăксем çемье çавăрнăранпа 35 çул та иртнĕ. Вĕсенчен чĕрĕк ĕмĕр ытла тỹрĕ чунлă та ĕçчен хĕрарăм çак хуçалăхра уй-хир ĕçченĕнче тăрăшать.

 Юлашки çулсенче пĕрлешỹре чылай ĕçе механизациленĕ, çăмăллатнă. Çапах та çын алли кашни кунах кирлĕ. Надежда Алексеевна уй-хирти кирек мĕнле ĕçе те пысăк хастарлăхпа хутшăнать, хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ чунпа, кăмăлтан пурнăçлать. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме, хутшăнма пултарать хĕрарăм. Ĕçтешĕсемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Пăрчăкан пек вăр-вар, ырă кăмăллă, пур енĕпе те пултаруллă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те юрра-ташша ăста, кĕреке илемĕ.

Надежда Алексеевна хисеплĕ ĕçчен çеç мар, юратнă мăшăр, ырă кăмăллă анне, ытарайми кукамай, ăшпиллĕ кỹршĕ. Паян Саймуковсен ачисемпе савăнма та сăлтавĕ пысăк. Вĕсем виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Алисăпа Настя Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕри экономист, тепри Шупашкарти "Магнит" суту-илỹ лавккин директорĕнче тăрăшаççĕ. Мускаври патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ Алексей çĕршывăн тĕп хулинчех пысăк корпорацинче вăй хурать. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн пархатарлă ĕçне, ырă сĕнỹ-канашне малалла тăсса пурăнаççĕ.

А. ЕГОРОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика