13 июля 2021 г.
Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 22-мĕш çуртăн урамри туалечĕ ку таранччен ача-пăчашăн та, аслисемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă, усă курма юрăхсăра тухнă. Çак çуртра пурăнакансен пăшăрханăвне шута илсе "Чистое село" общество (ертỹçиП. Шадиряков) ăна юсама материалпа тивĕçтернĕ. Кунти хастар арçынсем ăна такам килсе туса парасса кĕтмен, хăйсен вăйĕпех тирпейлесе хунă. Тытман ĕç аллă çул та выртма пултарать теççĕ, ỹркенменсен вара обществăлла картишĕнче те тирпей-илем тума, çеçкесем лартма, хыт-хурана тасатса тăма пулать. Ун пек чухне пĕрин пуçарăвне теприсем ырлани, пурте пĕрле кар тăни çеç кирлĕ. Çак пĕчĕк çеç пуçару ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пултăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)