Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ачалăх кунĕсем телейлĕ

01 июня 2021 г.

Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи 3 ушкăнри 63 ача сентябрьтен шкула кайма пуçлать. Воспитательсем çитĕнекен ăрăва парта хушшине ларма ятарлă программăпа хатĕрленĕ. Вулама, шутлама, çырма пĕлеççĕ пĕчĕкскерсем.

- 21 педагог пирĕн коллективра. Т.Базунова, И.Плешкова, С.Юманова, Н.Орлова аслă категориллĕ. Ыттисем - пĕрремĕш. Ĕçлекенсен çулĕ те çамрăк. Ăнăçу пĕтĕм йыш тăрăшулăхĕнчен килет ĕнтĕ. Акă, маларахри выпускри Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула Н. Антонова класне çỹрекен 9 ача "пиллĕк" паллăпа çеç вĕренет. Аслисем шăллĕсемпе йăмăкĕсене хăйсен пĕчĕкленнĕ ташă костюмĕсене парса савăнтарчĕç,- тет ача сачĕн заведующийĕ Алена Горшкова шкула кайма хатĕрленнĕ ятпа ирттерекен уява пуçлас умĕн. \"Сказка" ача садне уçни нумаях та мар пек. Çавах тăххăрмĕш выпуск тухрĕ. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕн ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. О. Углева, акă, саккăрти Матвей та çакăнтах çỹренине çирĕплетет. Кăçал Мария хĕрĕ тухать. М.Ишмуратовасен Раясĕ те пур выпускниксен йышĕнче. Рузиляпа Дина та çак садика çỹренĕ.

- Ачасем йыша хăнăхса ỹснине нимĕн те çитмест. Кунта вĕсем пĕрле апатланаççĕ, выляççĕ, канаççĕ. Аслисене хисеплеме вĕренеççĕ. Конкурссене хутшăнаççĕ. Историе пĕлеççĕ. Раççейри наукăпа технологи, Чăваш Енри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕнче епле илемлĕ ỹкерчĕксем туса коридора çакса тухнă,- тет Миляуша Ишмуратова.

Хăтлă ача садĕнче ачасене çитĕнме условисем çителĕклех. 2020-2021 вĕренỹ çулне хатĕрленнине тишкерекен комисси "Чи лайăх вĕрентỹ учрежденийĕ" ятпа чыслани те кăмăллă. Воспитанниксем районти, республикăри гимнастика фестивалĕнче, "Чăваш Ен вăл - тăван ен" чăваш наци культурин конкурсĕнче, "Телейлĕ ачалăх" тупăшура, "Тăван ене ырласа", "Асамлă юмах тĕнчи" фестиваль-конкурсра тата ыттисенче малти вырăнсене тухса савăнтарнă.

Ачалăхĕ телейлĕ иртет садике çỹрекенсен. Çакна малашне шкул сукмакне такăрлатма пуçлама сĕнекен пĕрремĕш шăнкăрав та çирĕплетрĕ. Ачасем ашшĕ-амăшĕ умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пичĕсенче хаваслă кулă тăчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика