21 мая 2021 г.
Çын пурнăçра тĕрлĕ чирпе чирлеме пултарать. Иртнĕ çултан пуçласа çĕршывра коронавирус инфекцийĕ сарăлма тытăнчĕ. Хăрушă чир лăпланма та шутламасть-ха.
Район больницин сывату уйрăмĕнче пациентсен шучĕ чакманнине калаççĕ. Тĕнчипе илес пулсан чире пула çĕршер пин çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Кĕтмен çĕртен çав е ку вилнĕ тенине илтсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетпĕр. Юрать чиртен хỹтĕленмелли вакцина шутласа тупнă. Унпа тỹлевсĕрех прививка тăваççĕ. Эпир те, мăшăрпа иксĕмĕр, пĕр иккĕленсе тăмасăрах вакцина яртартăмăр. Иккĕмĕш хутне туни те эрне ытла ĕнтĕ. Халăхра çỹрекен тĕрлĕ сас-хура кăштах шутлаттарчĕ маларах. Анчах суя сăмахсем çеç пулчĕç вĕсем.
Прививка тума çырăнсассăн черетре вăрах тăмарăмăр. А. Александрова терапевт чĕрепе ỹпке мĕнле ĕçленине, юн пусăмĕн шайне, пульс мĕнле тапнине, ỹт температурине тĕрĕслерĕ. Медицина сестри вара вакцинăпа прививка турĕ. Йĕппине ỹте тирнине те сисмерĕмĕр. Чăн-чăн ăстасем вăй хураççĕ Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче. Киле çуранах утрăмăр. Температура хăпармарĕ. Тунă вырăн шыçмарĕ. Пуç ыратмарĕ. Прививка туни пĕр хамăршăн çеç лайăх пулмарĕ. Алеша мăнукăмăр Канаш хулинче васкавлă пулăшу фельдшерĕ пулса ĕçлет. Чирлĕ çынсемпе унăн куçа-куçăн тăма тивет. Аслашшĕ-асламăшне коронавирус лекесрен те шикленет. Унăн кăмăлне тивĕçтертĕмĕрех.
Эдик ывăлăмăр çемйипех Патăрьелĕнче пурăнать. Вĕсен те 3 тата 4 çулсенчен иртнĕ мăнукĕсем пур. Кĕçĕн мăнуксем пирĕн пата час-часах килеççĕ. Вĕсене те пиртен коронавирус лекес шиклĕх туйăмĕ ан çуралтăр терĕмĕр.
Тивĕçлĕ канăва тухни те вуншар çул пирĕн. Кил хушшинчи ĕçсене хамăрах пурнăçлатпăр. Çурт хыçĕнчи пахчара çĕр улми, ытти çимĕç çитĕнтеретпĕр. Сывлăхлă пулни хамăршăн лайăх. Çут тĕнче ырлăхĕпе киленсе пурăнас та пурăнас килет. Çакна никам та хирĕçлемест-тĕр. Эппин, вакцина яртарма васкăр. Шурă халатлă специалистсем сире кăмăлтан кĕтсе илеççĕ. Чирлесен çеç мар, профилактика мелĕшĕн те тухтăрсем патне утар. Ун пек чухне хăрушлăх никам умĕнче те тăмĕ.
М. КОШКИНА. Патăрьел ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)