Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кăсăклă мероприяти

22 января 2021 г.

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн студенчĕсем Л. Лаврентьева вулавăш ĕçченĕ ертсе пынипе районти тĕп библиотекăра "çавра сĕтел" ирттерчĕç. Кăшарни уявне паллă тунă май кунта йĕркеленĕ мероприятире çак йăла-йĕркепе паллашрĕç.

"Тантăш" клуб ертỹçи Н. Ракова Кивĕ Çĕнĕ çула ирттерме пуçланин историйĕпе паллаштарчĕ. Юмăç яни çамрăксемшĕн интереслĕ пулнине палăртрĕ.

Çветке - халăхсен хĕллехи уявĕ. Вăл Раштавра пуçланать те Кăшарнинче шыва сăвапланипе вĕçленет. Çак кунсенче вăйăсем выляççĕ, юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Юмăç пăхни те çакăнтах кĕрет. Кашнийĕ хăйĕн малашлăхне пĕлесшĕн. Качча тухманнисене пулас мăшăрĕн ячĕ интереслентерет.

Студентсем ыйтусен хуравĕсене, пуçватмăшсене тупрĕç. "Сăмах вĕçне кала", "Хĕллехи сăмахсене кам ытларах пĕлет", "Хăш юмахран" тата ытти вăйăсене те кăмăлтан хутшăнчĕç.

Ятарлă атрибутсемпе (кĕнеке, шыв, укçа, хачă, çĕрĕ, çăра уççи, тĕкĕр, кĕрпе тата ытти те)пăхрĕç. Çакă çамрăксене килĕшрĕ те.

Мероприяти вăхăтĕнче çакнашкал пулăмсене çырса кăтартнă произведенисене аса илчĕç. М.Булгаковăн "Мастер и Маргарита", Н. Гоголĕн "Вечера на хуторе близ Диканьки", В. Жуковскин "Светлана" тата ыттисене те тишкерчĕç.

 А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика