25 декабря 2020 г.
2019 çулта "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" федераци проекчĕн "Хула хăтлăхне йĕркелесси" регионти проекчĕпе килĕшỹллĕн район центрĕнче - Патăрьелĕнче - чылай ĕç пурнăçланă. Çак тĕллевпе Комаров урамĕнчи 15, 17-мĕш çуртсен (1 миллион та 419 пин тенкĕлĕх ĕç тунă), çавăн пекех Дружба урамĕнчи 18, 19-мĕш (2 миллион та 134 пин тенкĕлĕх), Советсен урамĕнчи 33, 34-мĕш (2 миллион та 310 пин тенкĕлĕх) çуртсен территорийĕсене хулари евĕр хăтлăх кỹнĕ. Патшалăх çурчĕсен таврашне тирпейлесе ача-пăчана выляса савăнмалли лаптăк, автомобильсене лартмалли вырăн тунă, çурт-йĕр таврашĕнчи картасене улăштарнă, йĕри-тавра çутăпа тивĕçтернĕ, унсăр пуçне çак çуртсен таврашне çỹп-çап пуçтармалли контейнерсене (3 миллион та 500 пин тенкĕлĕх) вырнаçтарнă. Ача-пăча лапамĕсемшĕн вара шăпăрлансем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртет.
Патăрьелĕнче паянхи куна нумай хваттерлĕ 74 патшалăх çурчĕ. Малашне те вĕсен йĕри-таврашне хулари евĕр хăтлăх кĕртесси, ача-пăча лапамĕсем уçасси - район администрацийĕн, ял тăрăхĕн тĕп тĕллевĕ.
Сăмах май каласан, Патăрьел ял тăрăхĕнче кăçал та патшалăх çурчĕсен картишĕсене тирпейлес тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланă. Территорисене тирпей-илем кĕртмелли республикăри программăпа район центрĕнчи Киров урамĕнчи 16-мĕш, Комаров урамĕнчи 18-мĕш, Ленин урамĕнчи 31 тата 31А-мĕш çуртсен таврашне, Крепков, Калинин, Ленин, Южный, Мичурин урамĕсенче хăтлăх кĕртессипе чылай тăрăшнă. Çавăн пекех Ленин проспектĕнчи 10-мĕш çурт территорине, Яковлев урамĕнче те кăçал подрядчиксем сахал мар ĕç тунă, Табаков тата Калинин урамĕсенчи çула сарса тирпейленĕ. Проектсене республика укçи-тенкипе пурнăçланă, ял тăрăхĕн бюджетĕнчи нухратпа, халăх вăйĕпе те усă курнă.
А. НИКОЛАЕВА
Хаклав
Г. БОРОДКИНА, виçĕ ача амăшĕ:
- Патăрьелĕнчи Комаров урамĕнче йышлă ача пурăнать. Çуллахи каникулта картиш вĕсен сассипе тулатчĕ. Иртнĕ çул пирĕн çурт таврашĕнче те ача-пăча лаптăкĕсене тунăран халĕ шăпăрлансем унта пуçтарăнаççĕ, выляççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, паллашаççĕ. Ачасем пушă вăхăта унта ирттереççĕ, ниçта та каймаççĕ. Кунта каçхине те çутă, хăрушă мар. Хамăр пурăнакан картиш таврашĕ тирпейленнĕшĕн, капăрланнăшăн çав тери савăнатпăр эпир.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)