Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тĕрĕ уншăн - чун канăçĕ

18 декабря 2020 г.

Ку таранччен ĕçри тивĕçĕмпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чылай алă ăсти патне çитсе курнă. Вĕсенчен пĕрисем сĕтел-пукан ăсталаççĕ, теприсем хăйсен пуларулăхне декораци искусствинче туптаççĕ, виççĕмĕшсем йывăçран тĕрлĕрен эреш касса тĕлĕнтереççĕ. Кĕпе-тумтир çĕлекен, çыхакан, тутлă апат пĕçерекен маçтăрсем тата ыттисем те районта пайтах. Хăйсен чун киленĕçне тĕрĕре тупнисем те сахал мар. Патăрьелĕнче пурăнакан Светлана Кудрявцева евĕр çак чун йăпатмăшпе (çаплах хаклас килет) çунат хушса, хавхаланса пурăнакансем вара нумай тесех калаймăн. Тен, вĕсем патне лекме тỹр килмен...

Урамранах куçа тирĕнекен тирпейпе киленсе çенĕк алăкне уçнă хыççăнах хама ялта пурăнакан сăпайлă чăвашсем патне мар, пĕр-пĕр картина галерейине, курава çакланнă евĕр туйрăм. Чунра тỹрех ырă та ăшă туйăм çуралчĕ. Алăк кукринче хывăннă май мана улăхри чечексем тыткăнларĕç. Ăна хирĕçле стена çинче вырнаçтарнă картинăсене - аслатирен таракан хĕрачасене, çуллахи вăрман илемне, кăкшăмра хĕм сапса ларакан чечексене - тỹрех сăнарăм, вĕсем çине пăхнăçемĕн пăхас килчĕ. Пĕрремĕш хутран иккĕмĕшне картлашкапа хăпарнă е аннă чухне те шухăшсăр утмастăн, тĕрлĕ картина ытамĕнче хăвăн чунна ăшăтатăн. Кунтах ачалăха аса илтерекен кĕске кĕпеллĕ вĕлтĕрти хĕр ача (çакă авторăн чи кăмăла каякан тĕрĕ-картини), Кăшарни сиввине куç умне кăларса тăратакан пас тытнă хĕллехи йывăçсем, пурте юратакан юмахри виçĕ пăхаттир, çилхисене вĕçтерсе тапăртатакан виçĕ урхамах, вăхăтлăха кĕр мăнтăрĕпе, çуркунне илемĕпе киленме май паракан ỹкерчĕксем тата ытти те пур. Ылтăн алăллă ăстан ĕçĕсене каласа, хакласа пĕтерме те çук. Çак кил тĕпелне 100 ытла ỹкерчĕк илем кỹрет! Калама çеç вĕт! Мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх, ăс-тăн унта... Паллах, ĕç хатĕрĕсене туянма "кĕмĕлĕ" те сахал мар кирлĕ. –

Тĕрĕ маншăн чун киленĕçĕ çеç те мар, хĕвелĕм, сывлăшăм, пурнăçăм та. Унсăр кичем, унтан уйрăлма питĕ йывăр, унпа эпĕ хуйха та, савăнăçа та пайлатăп,- çапла хак пачĕ С. Кудрявцева хăйĕн хушма "профессине".

Хĕрача пĕрремĕш хут асламăшĕпе юнашар пĕчĕк пир татăкĕ çинчи эреше тĕрлеме алла йĕппе çип тытнă чухне пилĕк çулта пулнă иккен. Итлемен пỹрнисене юн тухичченех шăтарса пĕтернĕ. Çапах вăхăт иртнĕçемĕн Светланăн пĕрремĕш "икерчи" асламăшĕ пулăшнипе пиçсе тухнах. Вăл ăна паянхи кун та хаклă тупра пекех упрать. Сăмах май каласан, асламăшĕ хĕрачана ылтăн алăллă та ĕçчен пулма пилленипе пĕрлех хăй тĕрленĕ икĕ сурпана та асăнмалăх парса хăварнă. Вăл ăна та мăнукĕсене, мăнукĕсен ачисене чăвашсен тĕрри-çĕв- вине кăтартма типтерлĕн усрать.

С. Кудрявцева паян хăйĕн чăтăмлăхне çĕнтерсе 10 - 12 сехет таранах тĕрлеме пултарать. Ытларах ир кỹлĕм ĕçлеме кăмăллать. Ыйхă вĕçсе кайсан çĕрле 2-3 сехетре вăрансан та тĕрĕ умне ларать. Юлашки пилĕк çулта С. Кудрявцева çак киленĕçрен пĕрре те уйрăлман тесен те йăнăш пулмĕ. Мăшăрĕ сасартăк пурнăçран уйрăлса кайни унăн кăмăлне самай хавшат- нă, ун хыççăн виçĕ уйăх сĕтел хушшине çак тĕллевпе ларайман. Эпĕ пынă чухне вара Светлана Николаевна çуллахи пейзажа ỹнерçĕ евĕр тĕрлĕрен çиппе сăн кĕртетчĕ. Ỹкер-чĕкĕ те пĕчĕк мар, шăналăк пекех пысăк: 1 метр сарлакăш та 90 сантиметр çỹллĕш. Картинăна вĕçне çитерсе рама ăшне хуриччен (ăна Шупашкара илсе кайса тирпейлеттерет) пиншер чикĕм тумалла, кашни тĕс çиппине пĕлсе, тĕрĕс вырнаçтармалла. Унсăрăн пит-куçа та, алă-урана та кирлĕ пек ăста кăлараймăн. Кăмăла кайман вырăнсене сỹтсе çĕнĕрен тĕрленисем те сахал мар пулаççĕ-мĕн. Кăмăлланă картинăна икшер-виçшер хут тĕрлеме те ỹркенмест. Хăшне-пĕрне ачисене, мăнукĕсене парать. Çывăх тăванĕсене те юбилей ячĕпе сумлă парнепе саламлать. Сайралнисем вырăнне пушă тăратмасть, çийĕнчех Интернет урлă хăйне кăмăла каякан тĕррисене суйласа илет. Çапла вара вăл ĕçе конвейер пекех йĕркелесе пырать.

Унăн ырă тĕслĕхне хапăлласа йышăнакансем пулни те хавхалантарать ăна. Оксана хĕрĕпе Соня йăмăкĕ те пушă вăхăт тупăнсанах ăмăртмалла йĕппе çиппине вылянтараççĕ. Вĕсен пỹртне те картинăсем илем кỹреççĕ. Хальхи вăхăтра Оксана Витальевна хăйсен çемье портретне пир çине çипсемпе ỹкерет-мĕн.

Районта Светлана Николаевнăн ĕçĕсене çынсем курса пахалама, хак пама та пултарнă. Вăл вĕсене Акатуй-Сабантуя та илсе тухать, тĕп библиотекăра, республикăри наци вулавăшĕнче те пĕрре мар унăн творчествипе куравсем (вĕсене ĕнентерекен дипломсемпе Хисеп грамотисем те нумай) йĕркеленĕ. Юлашки куравсенче унăн тĕррисемпе юнашарах чăвашсен çи-пуçне кăтартакан хушпу, тухья, масмак тата ыттине те асăрхама пулать. Çĕнĕ ĕçе Светлана Николаевна нумай пулмасть çеç алла илнĕ пулин те вĕсене те кăмăлтанах çĕлет, ăсталать. "Малтан мăнуксене валли пуканене юрăхлă чăвашсен çи-пуçне хатĕрлерĕм. Халĕ аслисем валли те тăватăп. Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр ăстаран тухья тума вĕрентĕм. Ỹркенмесен чăнах та ăста пулан иккен...", - паллаштарчĕ хăйĕн алă ĕçĕсемпе тĕрĕ ăсти.

Хăйĕн чун киленĕçне тупнă хĕрарăм ытти ĕçре те матур та пултаруллă. Вăл 40 çула яхăн тĕрлĕ организацире тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 50 çул! Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕрлех çурт-йĕр çавăрнă. Ватлăхри пĕчченлĕх çеç ăна паян кăштах кичемлетет. Ыттине вара С. Кудрявцева пурнăçри йывăрлăх вырăнне шутламасть. Ачисемпе мăнукĕсен савăнăçĕ тĕрĕ "чирĕпе" пĕр кĕвĕ пулса ăна хавхалантарса пырать. Малашне те çапла пултăрччĕ çеç.

 А. ЕГОРОВА. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика