15 декабря 2020 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта "Телей алăра, хĕвел куçра" ятпа психологи эрни йĕркелерĕç. Вăл "Епле илемлĕ пурнăç! Чĕререн савăнса кул, çынсене хаваслăх парнеле, асамлăха ĕненме пулăш" ятпа иртрĕ. Мероприяти тĕллевĕ вара вĕренекенсемпе педагогсен психологи культурине аталантарасси, мĕн пуррине упраса хăварасси, сывă пурнăç пуянлăхне инновациллĕ технологисемпе çыхăнтарасси пулчĕ.
Вĕренекенсем "Кăмăл-туйăм хаваслăхĕ" ирхи акцие хутшăнчĕç. Вăйăсене явăçса ĕçлес пултарулăха ỹстересси тăчĕ малта. Викторинăра туслăха, пĕр-пĕрне ăнланнине, ыттисемпе епле хутшăннине уçса пама май пулчĕ. Ачасем ребуссен, пуç ватмăшсен тупсăмĕсене шырарĕç. Интереслĕ ыйтусене хурав пачĕç.
Психологи эрнинче ăс-тăна çивĕчлетме те, консультаци илме те пултарчĕç.
Т. РОДИОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)