30 октября 2020 г.
Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политики министерстви вĕренỹ институчĕпе пĕрле сентябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕччен "Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?" ятпа сочиненисен конкурсĕ ирттерчĕ. Ăна ачасене чăваш чĕлхипе халăхĕн пуян историне хаклама, тăван ен культурине аталантарма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта 8-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Сĕннĕ темăсенчен - "Аталан, çирĕплен, Чăваш Ен", "Республикăн пуласлăхне куратăп", "Республикăпа мухтанатăп" - пĕрне суйласа илсе çырчĕç.
Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра вĕренекен А. Кошкина районта çĕнтерсе республикăри тупăшура призерсен йышне кĕчĕ. Ăна конкурса хутшăнма явăçтараканĕ - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Путякова.
А. КАПИТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)