30 октября 2020 г.
Октябрĕн 24-31-мĕшĕсенче çĕршывра Финанс пĕлỹлĕхĕн эрни иртет. Çавна май кашни çын ку енĕпе хăйĕн пĕлỹлĕхне ỹстерме, финанс ыйтăвĕпе тухса тăнă кирлĕ те усăллă информацие туллин илме пултарать.
Эрне тăршшĕпех мобильлĕ ушкăн эксперчĕсем вырăнсене тухса çỹреççĕ. Вĕсен пĕр пайĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та пулчĕ. Специалистсем 4 а, 10 а, 7 классенче вĕренекенсемпе занятисем ирттерчĕç. Вĕсене финанс тĕнчин пĕлĕвĕпе паллаштарчĕç, ачаранах укçа-тенкĕпе мĕнле усă курмаллине каласа пачĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)