13 октября 2020 г.
ÇАК кунсенче районти кашни ял тăрăхĕнчех санитарипе экологи уйăхлăхне хутшăнса территорисене тирпей-илем кĕртрĕç, хăш-пĕр ялсенче масарсене тасатрĕç. Йывăç кунне халалласа тĕрлĕрен хунавсем, йывăçсем, тĕмсем лартса хăварчĕç. Акцие Патăрьел ял тăрăхĕпе район администрацийĕн, прокуратура ĕçченĕсем те хутшăнчĕç, район центрĕнчи Тĕп урама тата Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн территорине, Кепе юханшыв хĕррине, "Юбилейный" сквер таврашне çăка йывăçĕсене лартрĕç. Çамрăк хунавсем вăй илсе чĕрĕлсен тепĕр темиçе çултан вĕсем пыл шăрши сарса тавралăха илем кỹрĕç. Çавăнпа та йывăçсене лартса хăварнипе çеç мар, вĕсене тымар ярса вăй илме те пулăшмалла, шăвармалла, выльăхсем сиен кỹресрен те сыхламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)