29 сентября 2020 г.
Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче пурăнакан Нурияздан Минуллович Алеевпа кăмăла ирĕке ярса пĕр чарăнмасăр темиçе сехет те калаçма пулать.
Тепĕр икĕ çултан саккăрмĕш теçетке тултаракан вăрçă ачин пурнăç тути-масине çамрăклах хаклама тивнĕрен, унăн ăс-тăн "энциклопедине" çырăнса юлнă ачалăхри самантсене аксакал лайăх ас тăвать: йышлă çемьере выçăллă-тутăллă ỹснинчен пуçласа хăй тăрăшулăхĕпе спорт каçалăкĕнче вырăн тупни, классикăлла кĕрешỹ енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕн номативне пурнăçлани (1971), "Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ" (1992) хисеплĕ ята илни таранах. Вăл çеç те мар. Çамрăклах физикăпа математикăна лайăх вĕреннĕрен, "Возобновляемые источники энергии" темăпа паян та наука тĕпчевĕсем ирттерет, ку тĕлĕшпе унăн ятарлă патент та пур. Темиçе çул каялла наука ĕçĕпе Брюссельте ирттернĕ пысăк курава та хутшăннă.
- Аслă ăру çыннисемшĕн пурнăçри йывăрлăхсем, çăмăл мар лару-тăру пурнăç "компасĕ" вырăнне пулнă. Маншăн та çавах. Пĕр вăхăтра çемьери йыш 13 çынна та çитрĕ. Тăраниччен апат çиме те май çукчĕ. Сак тулли ача, пỹрт тулли сас. Çие тăхăнма тумтир те çитмен. Унсăр пуçне тата вăрçă çулĕсенче пирĕн патра эвакуаципе килнĕ пĕр еврей çемйи виçĕ çул ытла пурăнчĕ. "Тетя Соня" теттĕмĕрччĕ хĕрарăмне. Тăвăр пулсан та вĕсемпе килĕштерсе пурăннă. Ун чухне Шăнкăртамри пирĕн урамра улăм витнĕ пушă çуртсем ытларахчĕ. Кăмака хутма вутă çитменнипе кивĕ хуралтăсене татса çунтарма хатĕрлетчĕç. Çапла пурнăçа йỹнеçтернĕ ял çынни...- каласа парать Нурияздан бабай.
Пысăк çемьере çитĕннĕ тутар ачи шкултан вĕренсе тухсанах пĕр хăрамасăр Мускава - строительство училищине - çул тытнă. "Çемьери йывăр лару-тăруран хăтăлас тĕллевпех ялтан тухса кайрăм..." - уççăнах палăртрĕ хăйĕн шухăшне аксакал. Каярахпа Ульяновскинчи педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче алла илнĕ каменщик специальноçĕ, пысăк тавракурăм тата спортпа туслă пулни (ун чухнех ăста кĕрешнĕ, йĕлтĕрпе хытă чупнă) çар службинче те унăн çулне уçса пынă. Малтанах каччă çар строительство çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Каярахпа вĕсен патне авиаци чаçĕнчен çар çыннисем килсе тĕл пулу йĕркеленĕ хыççăн спортсмена тỹрех куç хывнă, СССР летчик-космонавчĕ Юрий Гагарин служба тивĕçне пурнăçланă Мытищине куçарнă. Кунта та салтак чылай хутчен командовани умĕнче чыс-хисепе тивĕçнĕ. Виçĕ çул ытла пулнă Нуриаздан салтакра. "Çар пурнăçĕ маншăн асра юлнă чи хаклă кунсем. Кунта эпĕ хул-çурăмпа çеç тĕрекленсе пиçĕхмен, унтах хамăн характера туптарăм, дисциплинăна хăнăхрăм, çынпа хутшăнма вĕрентĕм тата ытти те. Кунта ĕçлесе илнĕ укçапа Шăнкăртама аттепе анне патне сакăр посылка яни те асрах. Куççульпе аса илетчĕ çакна аннем..." - каласа парать салтак-ветеран.
Нуриаздан Алеева шăпа кайран та тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ. Вăл Челябинск хулинче те ĕçленĕ. Пĕр вăхăт районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра фотограф пулса тăрăшнă. 1969 çултанпа Ульяновск хулинче тĕрлĕ яваплă должноçра тимленĕ. Область ĕçтăвкомĕнче те, экологра тата ытти çĕрте те ĕçленĕ. Çав вăхăтрах кĕрешес енĕпе тăтăшах тренировкăсем тунă, çамрăксене явăçтарнă. Сăмах май каласан, Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ паллă спортсмен, грекла-римла кĕрешес енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн М. Тазетдиновăн пĕрремĕш тренерĕ шăпах Н. Алеев. 43 килограмлă виçепе помост çине тухса вăйă ăсталăхне алла илме пикеннĕ вăл ăста тренерпа. Унсăр пуçне вуншар паллă кĕрешỹçĕ паян Нуриаздан бабай умĕнче пуç таять. Аксакал хальхи вăхăтра та çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Вăл кавир çине тухма ĕмĕтленекен çамрăк спортсменсене ырă канашпа та, сĕнỹпе те, ăс парса та пулăшать. Мĕншĕн тесен спорт уншăн паянхи кун та пысăк хавхалану, мăнаçлăх.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)