Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Яланах ачасем хушшинче

29 сентября 2020 г.

 Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача сачĕн иккĕмĕш хутĕнче юрланă сасă илтĕнет. Аслă ушкăнрисем Воспитатель кунне хатĕрленеççĕ иккен. Малтан чăвашла, унтан вырăсла, кайран вара тутарла шăрантарчĕç. Пĕр сасăпа çеç те юрламаççĕ. Сассисем уçă, такăнмаççĕ. Хушăран музыка ертỹçин сасси илтĕнет. Пĕрисене хытăрах, теприсене васкарах юрлама хушать.

 Кашни ушкăнпах занятисем ирттерет кун каçа Л. Басырова. Ачасем çывăрнă вăхăтра вара кунта ĕçлекенсемпе репетици тăвать. Аслисем те районта иртекен мероприятисенчен, конкурссенчен пĕринчен те пăрăнса юлмаççĕ. Кирек хăçан та вăхăта усăллă ирттермелли ĕç тупăнать Лилия Решитовна валли. Пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленсе ачасемпе юмах лартмалла-и, зала капăрлатмалла-и, тумсемпе маскăсем хатĕрлемелле-и - нихăçан та ỹркенсе тăмасть. Н. Демьянова, М. Скворцова, И. Ванина, Г. Алимова, А. Жидкова, Е. Козлова воспитательсемпе канашласа ĕçлет.

- Кирек хăш ĕçе пуçăнсан та ăна вĕçне çитиччен тĕплĕн пурнăçлама пултарать Лилия Решитовна. "Çулталăк воспитателĕ-2020" конкурса хутшăнса вăл районта мала тухрĕ. "Центральный" ача сачĕн ятне республика шайне çити çĕклеме пултарчĕ. Коллективра хĕрарăмсен хорне йĕркелени те кăмăллă",- тет ача сачĕн заведующийĕ Н. Туктанова.

Кзыл Камыш хĕрĕ, кинĕ Лилия Решитовна. Вăл пĕчĕккĕ чухне ашшĕпе амăшĕ Узбекистана куçса кайнă. Унта вара хĕрĕ вăтам шкулта вĕреннĕ, Ташкентри педагогика училищин музыка факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Дипломлă специалист каялла тăван яла таврăннă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ унăн ĕç стажĕ. Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн преподавателĕнче 18 çул ĕçленĕскер паянхи кун та хăш конкурса хутшăнса мĕнле вырăнсем çĕнсе илнине каласа пама пултарать.

- Пурнăçра манăн яланах шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлес килетчĕ. Пĕчĕкскерсем илĕртеççĕ хăйсем патне. Вĕсем темĕн те пĕлесшĕн. Ĕмĕтĕме пурнăçларăм. Ăс-тăна анлăлатас, тавра курăма пуянлатас тĕллевпех И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлỹ илтĕм,- тет Л. Басырова.

Пĕр вăхăт Сăкăтри, каярахпа Шăнкăртамри, унтан Патăрьелĕнчи ача сачĕсенче ĕçлени тĕрлĕ наци халăхĕн чĕлхипе калаçса ỹсекен ачасемпе хутшăнма пулăшнă.

- Малтанласа ĕçре йывăрлăхсем туйăнатчех. "Тантăш" хаçатран сăвăсем шыраса тупаттăм та вĕсене кĕвĕ хываттăм. Тутарла та çавах. Халĕ юрăсен пуххи хамăнах пур. Унпа ытти музыка ертỹçисене те усă курма сĕнетĕп. Алă айĕнче пурри лайăх- çке,- калаçăва малалла тăсать специалист.

Уншăн ачасем çитĕнỹсем туни паха. Хăйĕн ĕçĕ сцена çинчи чаршав хыçĕнче пулнишĕн пĕртте пăшăрханмасть. Е. Торговцевăпа конкурссене хутшăнса ертỹçĕ темиçе хутчен те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Гран-прие те тивĕçнĕ. Пултаруллă ачасем гимнастика фестивалĕсенче хăйсен ăсталăхĕсемпе савăнтараççĕ. Маларах Е. Краснов, К. Елистратов, К. Кудряшова тата ыттисем те хул-çурăмĕсене хăва евĕр авма пултаратчĕç.

Çĕнĕлĕхсене мала хума тăрăшать. Хальхи вăхăтра ĕçре усă курмалли компьютерсем пурри те ансат. Вĕсемпе хăвна килĕшекен кĕвĕ шыраса тупма та меллĕ. Кирек хăш уява хатĕрленнĕ чухне те сценарисем тума ансат. Мероприятийĕсем çине-çинех. Халĕ ачасемпе кĕрхи уява, унтан Анне кунне... Çĕнĕ çула, Çăварние, Мăнкуна... хатĕрленеççĕ. Сисмесĕрех кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх иртет. Çаплах ачасем садикрен çитĕнсе тухса кайса пыраççĕ.

- Лилия Решитовна чăннипех те пуçаруллă пулнипе палăрса тăрать. Ахальтен мар вăл "Сандугачра" ĕçленĕ чухне те районти музыка ертỹçисен професси ăсталăхне палăртакан конкурссне хутшăннă. Сăкăтри ача садĕнче вăй хунă май район шайĕнчи пĕр тупăшура каллех Гран-при çĕнсе илнĕ,- тет Надежда Михайловна. Çакнашкал ăстасем пурришĕн хĕпĕртетпĕр. Вĕсен пултарулăхне ача сачĕсен заведующийĕсен семинарĕсенче кăтартма пурришĕн савăнатпăр.

Пĕр енлĕ пултарулăх çеç мар Л. Басыровăра. Кил хуçалăхĕнче ĕçлеме юратать вăл. Пахча- çимĕç çитĕнтерет. Тутлă апат пĕçерме юратать, чечексем ỹс- терет.

Икĕ хĕр çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. Эльзанăпа Энжен иккĕшĕн те юрлас-ташлас ăсталăхĕ çỹллĕ шайра. Шкулта вĕреннĕ чухнех хĕвелтухăç ташшисемпе тĕлĕнтеретчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тултарнине паллă тунă май дистанци мелĕпе юрă юрласа конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Пĕри акăлчан чĕлхипе вĕрентет, тепри - психолог.

Кирек хăш халăхăн та хăйĕн кĕвви, юрри, ташши, йăли-йĕрки пур. Вĕсене ăруран-ăрăва куçарса пырас тĕлĕшпе те сахал мар тăрăшать Лилия Решитовна. Ахальтен мар ăна ачасем юратаççĕ, пĕрле ĕçлекенсем унпа хăпартланаççĕ, çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕ хисеплет. Кунтан пахи тата мĕн пултăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика