Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пурăнать ялта хисеплĕ ватă

21 июля 2020 г.

- Ĕлĕкхи пурнăçпа хальхине танлаштаратăп та эпир ỹснĕ чухне ытларах аслисене хисеплеме, хамăра сăпайлă тытма тăрăшнă. Чăнах та ун чухне кỹршĕ-аршăпа та, тăван-пĕтенпе те питĕ туслă пурăнаттăмăр, кирек мĕнле ĕçе те пĕрле пурнăçлаттăмăр. Мĕн ачаран пĕрле ỹснĕ, туслă пурăннă тантăшсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр-ха. Вĕреннĕ чухне те, ĕçе вырнаçсан та ман çумра сăпайлă та ăслă çынсем, тус-юлташ пулни пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшрĕ пулĕ тетĕп. Вĕсен сĕнĕвĕсене ăша хывма тăрăшаттăм" - тет Патăрьелĕнче пурăнакан Людмила Спинова-Петрова.

Людмила Васильевна Шăмăршă районĕнчи Ярăслав ялĕнче 1940 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Люся пĕррере чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ыттисемпе пĕрле унăн ашшĕне те фронта илсе каяççĕ. Мухтав Турра, вăл унтан таврăнать, анчах та нумай пурăнаймасть, чирĕсене пула 1946 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Aмăшĕ тепре качча тухать. Çапла хĕрача тăван мар ашшĕпе ỹсет, çемйи пысăклансах пырать вĕсен. Çиччĕ класс хыççăн малалла ăс пухас текенсен укçа тỹлемелле пулнă. Вăл вăхăтра 150 тенкĕ пысăк шутланнă, амăшĕ ăна пулăшайман. Çапах та каллех ырă çынсен тивлечĕпе хĕрĕн малалла вĕренес ĕмĕчĕ пурнăçланатех. Пĕр çемьене няня пулса вырнаçать, çав вăхăтрах вĕренме те пăрахмасть. "Ман тĕле ырă хуçасем лекрĕç, медицина ĕçченĕсем пулнă май, больницăна медсестрасен курсне вырнаçтарчĕç. Куç врачĕ, Валентин Федорович Карсаков питĕ ырă çынччĕ, çамрăксене яланах ăс парса вĕрентетчĕ. Мана та вăл сĕннипе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Баскак поселокне çынсене трахомăран сиплеме ячĕç. Ывăнаттăмччĕ паллах, анчах çамрăк чухне вăл час иртсе каятчĕ", - аса илет ветеран.

1958 çулта маттур хĕре Шăмăршă больницине чĕнсе илеççĕ, кунта вăл призывниксене сиплет. Тата икĕ çултан ăна Патăрьелĕнчи тĕп больницăна куçараççĕ. Ĕçленĕ хушăрах медсестрасен курсне пĕтерет. Кăнтăрла ĕçленĕ, кайран вĕреннĕ, çапах та çамрăксемпе пĕрле клуба тухма та майне тупнă. Çакăнта паллашаççĕ те вĕсем пулас мăшăрĕпе Валентин Николаевич Спиновпа. Патăрьел каччи вăл вăхăтра киномеханикра вăй хунă. 1961 çулта икĕ çамрăк чĕре пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Анчах та инкекĕ те юнашарах çỹренĕ иккен. Пĕр каçхине хăй ĕçрен таврăннă çĕре вĕсен çурчĕ çунса каять. Тăванĕсем, тус-юлташĕсем пулăшнипе çĕнĕ пỹрт тума пуçлаççĕ. Валентинăн юлташĕсен мăшăрĕсем те медицина ĕçченĕсем пулнă. Людмилăшăн вĕсем ют пулман, пĕрле ĕçленĕ, пĕр-пĕрне пулăшнă. Çамрăк кин Ижевскри медучилищĕре вĕренме те ĕлкĕрет.

1983 çулта районта çĕнĕ больница хута каять, анчах та килĕнчен ĕçе çỹреме инçе пулнă пирки Людмила Васильевна "Батыревский" совхозăн профилакторине куçать. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çакăнта тăрăшать. Ваттипе ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçнăшăн, кирек кама та пулăшма хатĕр пулнишĕн хисеплеççĕ Людмила Васильевнăна. Çакна унăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем чылай пулни те çирĕплетеççĕ.

 Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ Спиновсем. Аслă ывăлĕ - Евгений хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра Волжский хулинче çемйипе пурăнать. Тепĕр ывăлĕ - Валера водитель, тĕп килте. Наташа вара амăшĕ пекех медицина ĕçченĕ, Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çемйипе пурăнать. Шел, Валентин Николаевич 2012 çулта чире пула çĕре кĕрет. Хальхи вăхăтра Людмила Васильевна пилĕк мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать.

 Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика