29 января 2020 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче республикăри аварипе çăлав службисем пĕтĕмлетỹллĕ вĕренỹпе методика пухăвĕнче 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Мероприятире район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Чăваш Республикинчи аварипе çăлав службин районти звенин 2019 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ тата 2020 çулхи тĕллев- сем" темăпа тухса калаçнă.
Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел районĕ чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмăн 2019 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе куçса çỹрекен кубока тата I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
А. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)