Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Вĕренỹре те маттур, спортра та хастар

24 января 2020 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта çитĕнекен ăрăвăн тавра-курăмне, ăс-тăнне аталантарас енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Çамрăксене спортпа туслаштарас тĕлĕшпе мероприятисем йĕркелеççĕ. Çавна май ачасем районта, республикăра, ун тулашĕнче иртерекен олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене, спорт ăмăртăвĕсене, "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Шкулта 12 секци-кружок ĕçлет. "Сăрăсен тĕнчине", "Фольклор юррине", "Хора", "Спортпа туризма", "Спорт тĕнчин вăййисене", "Ритмикăна", "Çăмăл атлетикăна", "Çамрăк журналистсен студине", "Ташăсен тĕнчине" тата ыттисене те йышлăн çỹреççĕ. Районти хушма пĕлỹ паракан центр та илĕртет вĕсене. "Паттăр" ФСК сукмакне те такăрлатаççĕ.

"Çамрăкла вĕренни чул çинче", - тенĕ ĕлĕкрен ватăсем. Çакна тĕпе хурса ăс пухать 10 класри М. Сейфуллина.Мария кĕçĕн классене çỹренĕ чухнех тăрăшулăхпа палăратчĕ. Вĕрентекенсем ачана лайăх енчен çеç кураççĕ. Спорта юратать вăл. Тĕрлĕ предметпа кăсăкланать. "ЮНАРМИЯ" членĕ.Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Раççей шайĕнче биологипе ирттернĕ олимпиадăра (ертỹçи В. Баюсов) малти вырăна тухма пултарчĕ. Санкт-Петербург хулинче йĕркеленĕ "Эпĕ тата тĕнче" конкурсра (А. Ибрагимова) çĕнтерчĕ. "Русский медвежонок", "Кенгуру", "Чĕвĕлти чĕкеç", "Олимпикс" конкурссенче малти вырăнсене тухрĕ. Районта иртекен ОБЖ, астрономи, истори предмечĕсен олимпиадисенче призер пулчĕ.

Мария спорт ăмăртăвĕсенче те малти вырăнсене йышăнать. Шкул, район, республика чысне хỹтĕлет.

Волейбол, акватлон, шашка-шахмат вăййисенче, шывра ишессипе, пăшалтан перессипе, йĕлтĕрпе чупассипе малти вырăнсене йышăнать.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пăшалтан персе "ЮНАРМИЯ" командисем хушшинче республикăра пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Пăрачкав районĕнче А. Крылов ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртура иккĕмĕшне тухрĕ.

Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинчи акватлон енĕпе йĕркеленĕ тупăшуран (С. Рубцова) ылтăн медальпе таврăнчĕ. "Зарница", "Туризм" вăйăсене хастар хутшăнать, командăна малти вырăна кăларассишĕн чунне парать.

Мария вара кăçал пултарулăхпа ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ыттисен унран чăннипех те тĕслĕх илмелли пурах.

В. АНТИПОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика