Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Юлнă парăм çине пĕрех юр çумасть

17 декабря 2019 г.

Кашни ялтах паянхи кун ятарласа бетон сарса хытарнă, профнастилпа йĕри-тавра тытнă лаптăксем тунă. Вĕсене çỹп-çап пăрахмалли 775 контейнер вырнаçтарнă, çулталăк вĕçлениччен тата 400 ытла илсе килмелле. Эрнере пĕр хутчен "Полигон" пĕрлешĕвĕн автомашинисем вĕсене пушатса тăраççĕ. Хытă каяш çук та çук тесе çирĕплетрĕмĕр пулин те контейнерсем пушă тăнине халиччен пĕрре те асăрхаман-ха, тулнипе ăпăр-тапăр чикнĕ михĕсене юнашар та хурса хăварнине вара пĕрре мар тĕл пулнă.

Çỹп-çапа контейнерсене тултаратпăр-ха, анчах темшĕн пурте тỹлевĕпе татăлма васкамаççĕ. Районта пурăнакансен 43 проценчĕ çеç хальлĕхе парăмпа татăлса пырать. Каласан ĕненмелле те мар пек, анчах республикăра пур енĕпе те малтисен ретĕнче пулма хăнăхнă Юхмапа Пăла тăрăхĕн кăтартăвĕ чи пĕчĕккисенчен пĕри. Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Енре пурăнакансен 82 проценчĕ хытă каяшшăн тỹлеме илсе килсе панă квитанцинчи хисепе вăхăтра тỹлет.

Паллах, парăмпа çийĕнчех татăлса пыракансем те йышлă, анчах васкаманнисем те çителĕклех. Акă, Ыхра Çырминче пурăнакансен 4,39 проценчĕ, Шăнкăртамсен - 17,9, Сăкăтсен - 26, Çĕнĕ Ахпỹртсен - 26,93, Çăл Атăксен - 27,86, Треньелсен - 29,7, Хирти Пикшиксен - 32,9, Анат Тăрмăшсен - 32,95, Кивĕ Катексен - 33,5, Татмăшсен - 36,88, Именкассисен - 38,95 проценчĕ çеç тỹлет.

- Халăх хытă каяшшăн парăмпа татăлма васкаманни йывăрлăхсем те кăларма пултарать. "Полигон" пĕрлешĕвĕн автомашинисене тытса тăрасси, унта ĕçлекенсене шалупа тивĕçтересси тỹлевпе çыхăннă. Çут çанталăка упрас, йĕри-тавралăх таса пултăр тесен пурин те пĕр шухăшлă пулса çỹп-çапа ятарлă контейнерсене кăна пăрахмалла, уйăхсерен паракан квитанцинчи хисепе тỹлемелле. Парăмçăсене халь пуçран шăлмаççĕ. Регионти оператор суда панă тĕслĕхсем районта та темиçе те пулчĕç. Суд йышăнăвĕпе парăмçăсен пурлăхне (укçине, расчет счетне, пурăнакан çуртри пурлăха) арестлеме те пултараççĕ, - тесе пĕлтерчĕ "МВК "Экоцентр" операторăн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен представителĕ Р. Фролов.

Ялта пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри "Полигон" пĕрлешĕвĕн техники вăхăтра контейнерсене пушатманнипе тỹлеменни пирки те каланине илтнĕ. Ун пек тĕслĕхсем малтанхи вăхăтра пулкаларĕç, анчах юлашки уйăхсенче хăйсене шаннă тивĕçе тирпейлĕ туса пыма тăрăшаççĕ. Кỹршĕллĕ Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчен тĕслĕх илсе (вĕсенче хыт каяшшăн тỹленĕ кăтартусем 76 тата 52 процентпа танлашаççĕ) Çĕнĕ çула парăмсăр кĕресчĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика