13 декабря 2019 г.
Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи тата Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи ача сачĕсен заведующиĕсен, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитательсен семинарĕ иртнĕ. Вăл "Федераллă патшалăх вĕрентỹ стандартне пурнăçланă май шкул çулне çывхаракан ачасен пĕлỹлĕхпе тĕпчев ĕç-хĕлне йĕркелесси" темăпа пулнă.
Семинара хутшăнакансене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова саламланă. "Сказка" ача сачĕн педагогĕсем ку чухнехи вĕрентỹ технологийĕн тĕрлĕ енлĕ мелĕпе мĕнле усă курнине кăтартнă. Н. Кириллова воспитатель "Асамлă тăвар", Н. Орловăпа Н. Солдатова "Пирĕн таврари сывлăш" тата "Çăра уççине шыраса" вăйăсем ирттернĕ. "Ачасен сăнавĕ" (Н. Кириллова), "Шкул çулне çитменнисем валли ниткографи" (Т. Курнусова), "Хăйăр тĕнчин фантазийĕ" (О. Ярукова), "Шывпа ирттерекен сăнавсем" (Т. Ефимова), "Ача садĕнчи квиллинг" (С. Рубцова) мастер-классем йĕркеленĕ.
Ача сачĕн заведующийĕ А. Горшкова учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. И. Тихонова аслă воспитатель пĕлỹлĕхпе тĕпчев ĕç-хĕлне йĕркелесси çинче чарăнса тăнă.
Пăва хулинчи "Ак каен" ача сачĕн заведующийĕ Л. Халитова çакнашкал мероприяти интереслĕ те вырăнлă пулнине палăртнă. Вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Т. Антонова семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)