22 ноября 2019 г.
Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕ районта чи пысăкки шутланать. Унти 12 ушкăна 280-ăн çỹреççĕ. Коллектив та пĕчĕк мар: 52 ĕçчен. Çавсенчен 4 теçетки ытла килте те, ĕçре те амăшĕсем, ачасен çывăх çыннисем. Коллектива саккăрмĕш çул А. Горшкова ертсе пырать. Район центрĕнчи ал тупанĕ çинчи евĕр курăнса ларакан ача сачĕ тирпейлĕхпе, туслăхпа, ĕçри кăтартусемпе палăрса тăрать. Çавна май коллективпа тĕплĕнрех паллашма Алена Александровнăпа сăмах пуçартăмăр.
- Йышлă çемье евĕр пурăнатпăр, чăнах та. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тăрăшакансем хамăр хушăмăртах пур. Акă, М. Михайлова, Т. Цветкова, Н. Иванова, Н. Лампасова кĕçĕн воспитательницăсен, О. Ялукова преподаватель-логопедăн, Н. Кириллова, И. Осипова, Л. Мясогутова, М. Кисеева, Н. Полякова, Т. Ефимова воспитательсен, Р. Хайбуллова воспитатель пулăшуçин тата ыттисен те çемьере виçшер ача çитĕнеççĕ.
Ача садне кăмăллаççĕ. Çемьере асли пирĕн пата килчĕ пулсан, йăмăкĕсемпе шăллĕсем те кунта çỹреме тăрăшаççĕ. Ушкăнсенче пĕр мăшăрăн виçĕрешĕ, тăватă çемьен йĕкĕрешĕ пур.
Пĕр-пĕрне ĕçре пулăшасси йăлара. В. Гаврилова, Н. Солдатова, Н. Орлова воспитательсем, И. Тихонова аслă воспитатель, Т. Базунова музыка ертỹçи пысăк ĕç стажĕллĕ. Вĕсенчен çамрăксене вĕренмелли пурах.
Сăмах май çакна та палăртмалла. Пирĕн ача сачĕ мĕн уçăлнăранпах республикăри вĕрентỹ институчĕн кăнтăр районĕсенче ĕçлекенĕсем валли стажировка ирттермелли ятарлă площадка шутланать. Уçă мероприятисем ирттеретпĕр.
Пĕрпеклĕх çук пирĕн ĕçре. Акă, нумаях пулмасть ачасемшĕн тĕлĕнмелли уява Хэллоуина хатĕрлентĕмĕр. Коридорта ятарлă кĕтес турăмăр. Мероприятинче усă курмалли маскăсем, кĕпесем çĕлерĕç. Кашни уяв валли тематика тĕлĕшĕнчен ятарлă сценари пур пирĕн. Ку енĕпе Т. Курнусова воспитательница пĕртте ỹркенсе тăмасть. Ăна Л. Головко та пулăшать. Çавăнпа ачасен ашшĕ- амăшĕ мероприятисене кăмăлтан çỹрет.
Спорт мероприятийĕсенчен те пăрăнса юлмастпăр. Спартакиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнатпăр. Йĕлтĕр çине тăма та, çуран чупма та, футболла е волейболла выляма, шашка-шахмат куçарма та пултараççĕ ĕçченсем.
Ача сачĕ çумĕнче 3 гектар çĕр пур пирĕн. Нихăш кĕтесре те çум курăк ỹсмест. Пĕр йывăç çинче те хăрнă турат çук. Çуркуннерен пуçласа мĕн сивĕ кĕркуннечченех çеçке çуракан тĕрлĕ чечек ỹстеретпĕр. Çитĕнекен ăрăва хамăртан ырă тĕслĕх кăтартма тăрăшатпăр.
- Алена Александровна, тĕп ĕçпе пĕрлех районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçлатăр. Кун пирки пĕр-икĕ сăмах каласа хăвараймастăр-ши?
- Обществăлла ĕçе анне те - Антонина Яковлевна, мăшăрăн амăшĕ те - Надежда Сергеевна нумай çул кăмăлтан илсе пынă. Вĕсем хушма тиев пурришĕн ỹпкелешнине илтмен. Пĕрлехи вăйпа мероприятисене йĕркелеме çăмăлрах. Вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕсем ĕçлени те аван. Уйрăмах Туçа ял тăрăхĕнчи А. Мальцева, Нăрваш Шăхалĕнчи В. Исакова, Тутар Сăкăтĕнчи Г. Сабитова харсăр. Ташă-юрă ăстисем нумай. Хĕрарăмсем ỹркенменрен фольклор ушкăнĕсене çỹреççĕ. Хĕллехи каçсенче хăйсен пултарулăхне кăтартма кỹршĕ ялсене тухаççĕ. Алă ĕç кружокĕ- сене явăçни, сывлăха çирĕплетекенсен ушкăнĕ- сене йĕркелени паха.
- Анне кунĕ çывхарнăран мĕн сĕннĕ пулăттăр хĕрарăмсене?
- Районти хĕрарăмсен канашĕ ячĕпе ача амă- шĕсене çак уявпа саламласшăн. Кашнийĕн килĕнче ĕмĕт, шанчăк, юрату, тăнăç пурнăç хуçалантăр. Пурне те çирĕп сывлăх, паллах.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)