Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пĕрлехи вăйпа чиркỹ хута каятех

25 октября 2019 г.

2001 çулта Шупашкар митрополичĕ тата Чăваш Ен Варнави пилленипе Патăрьелĕнче Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве тума пикеннĕ. Унтанпа вăхăт аванах иртнĕ пулин те храм туллин ĕçлесе каяймарĕ-ха. Хальхи вăхăтра та унта строительство ĕçĕсем пынă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕлĕ çуртне çитсе курнă, Александр Синяков иерейпе тĕл пулнă.

"Техсервис" пĕрлешỹре вăй хуракансем чиркỹ стенисем ан кăвакарччăр тесе ятарлă химикатсемпе усă курнă. Малалла штукатурка, шпаклевка тумалла, урайне плита сармалла, ăшăтакан система вырнаçтармалла. Сăмах май, кăçал храма çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçлаççĕ.

- Пĕрлехи вăйпа çеç храма туса пĕтерме май пур, - тенĕ Александр Синяков иерей кĕлĕ çуртне хăпартма алă тăсса панисене тата халĕ те пулăшакансене ăшшăн аса илнĕ май.

(Хамăр корр.)

Нăрваш Шăхаль пики - Европа чемпионки

Бухарестра çамрăксем хушшинче иртнĕ йывăр атлетика енĕпе Европа чемпионатĕнче Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн ентеш Н. Шай- манова  ăнăçлă ăмăртнă: 64 килограммлă виçере Наталья икĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ! Нăрваш Шăхаль пикине спортăн çак енĕпе Чăваш Республикин нумай хутчен чемпионĕ, йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК тренерĕ Александр Давыдов туслаштарнă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă.

А. ИВАНОВ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика