22 октября 2019 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти В. Аппакова учительница ертсе пыракан пограничниксен чи кĕçĕн кадет класĕнче вĕренекенсемшĕн çак кун нумайлăха асра юлĕ. Ашшĕ-амăшĕпе тата ачасемпе , чикĕ хуралĕнче службăра пулнă А. Быков, М. Харитонов, Л. Ильеров салтак-ветерансем тĕл пулу йĕркеленĕ. Малтанах "пограничник пиччесем" çамрăк тусĕсене Тăван çĕр-шыва сыхласси чи пысăк чыс, çар тивĕçне пурнăçласси кашнийĕн тĕллев пулмаллине ăнлантарнă, кану паркĕнче çĕкленнĕ стеллăпа паллаштарнă, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă. Иккĕмĕш пайĕнче ачасем спорт ăмăртăвĕнче тупăшнă: тирта пăшалтан пенĕ, чупнă, вăйăсем вылянă. Эстафетăпа тĕрлĕ конкурсран ашшĕ-амăшĕ те айккинче тăман, ырă тĕслĕх кăтартнă. Туслă тĕл тулăва хутшăннисене Н. Николаев пограничник пылак çимĕçпе сăйланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)