18 октября 2019 г.
Атăлçи округĕнчи шкул ачисен «Мĕн. Ăçта. Хăçан?» уçă чемпионачĕн регион тапхăрĕн çĕнтеруçисене палăртнă.
Географи темипе йĕркеленĕ ăс-тăн вăййин финалне муниципалитет тапхăрĕн çĕнтеруçисем - 20 команда – хутшăннă. Хĕру тупăшура Патăрьелти 1-мĕш шкул ачисем мала тухнă. Вĕсен чукĕн 2-мĕшĕнче Чĕмпĕрте иртекен округ турĕнче Чăваш Ен чысне хутĕлеме тивĕ.
Иккĕмĕш вырăна Шупашкарти 1-мĕш тата 4-мĕш гимназисен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕн вĕренекенĕсем йышăннă. Канашри 5-мĕш, Шупашкарти 41-мĕш, Çĕрпу районĕнчи Сăнав поселокĕнчи шкулсен, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази командисем виççĕмĕш вырăна тухнă.
Валентина БАГАДЕРОВА
Источник: "Хыпар"