14 октября 2019 г.
Врач, Чăваш АССРĕн, РСФСРăн тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина службин капитанĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Борис Павлович Яковлев (10.10.1904-26. 09.1984) 115 çул каялла Патăрьелĕнче çуралнă.
Б. Яковлев - Хусанти патшалăх медицина институчĕн выпускникĕ. Ĕç биографине 1931 çулта Шупашкар районĕнчи Шемшер ялĕнчи участок больницин заведующийĕнчен пуçланă. 1932-1934 çулсенче Чăваш АССРĕн Халăх Комиссариачĕн сывлăх сыхлавĕн сиплекен пайĕн инспекторĕнче тăрăшнă. 1935-1941 çулсенче Магнитогорскинче область больницин хирурги отделенийĕн заведующийĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине эвакогоспиталĕн хирурги отделенийĕн заведующийĕ пулса хутшăннă, 5 пин ытла операци тунă. Вăрçăран таврăнсан, 1946 çулта Етĕрне район больницинче врач-хирург, хирурги отделенийĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.
Пирĕн ентешĕмĕр хирурги темипе 12 ĕç пичетлесе кăларнă, рационаллă 5 сĕнỹ авторĕ шутланать. Çавăн пекех Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсене тата медальсене тивĕç пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)