Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçланă

27 сентября 2019 г.

Кашни çыннăн ача чухнех вăрттăн ĕмĕт пур. Çитĕнсе çитсен ăна нумайăшĕ пурнăçлама тăрăшать. Патăрьелĕнчи М. Шайхуллов  та пĕчĕк чухне шухăшланине пурнăçа кĕртме пултарнă. Выльăх-чĕр лĕхе, уйрăмах лашасене юратнăран вĕсене усрама пуçланă. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ăна вăй илсе кайма патшалăх та пулăшнă.

- Фермер ĕçне пуçăнакансене грант пани питĕ лайăх тесе çирĕплетсех калатăп, мĕншĕн тесен хамăр та унпа усă куртăмăр. Вăл малтанхи утăмсене тума хăват парать, - тет Марат Явдятович. Фермер Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, экономист профессине алла илнĕ. Пĕр вăхăт вăл район администрацийĕнче те ĕçлерĕ, анчах чунĕ унăн ачалăхри тĕллевĕ патнеллех ăнтăлнă...

Тăпăл-тăпăл кăна витене икке пайланă. Лашасем хăйне уйрăм тăраççĕ, самăртмалли вăкăрсем - тепĕр вырăнта. Вĕсене валли пур услови те туса пама тăрăшнă. Çанталăк ăшă чухне пăрусем кăкаркăçра пулманран лăпкăнах тухса уçăлса çỹреççĕ.

- Семинтал ăратлă пăрусене усрама тăрăшатпăр. Вĕсем хăвăрт ỹсеççĕ. Кăçал пиллĕкĕшне сутрăмăр, пĕрин-пĕрин виçи çур тонна ытларах пулчĕ. Яп-якаччĕ. Иртнĕ çул çамрăк выльăхсене Пушкăрт Республикинчен туяннăччĕ, кăçал Самарăран илсе килтĕмĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн 5 лаша тата 12 ĕне-выльăх. Утсене те какая ăсататпăр, анчах вĕсен шутне тата ỹстерес шухăш пуррипе халĕ сутмастпăр. Алла хăнăхтарнăран вĕсемпе уйрăласах та килмест, - тет М. Шайхуллов фермăна кăтартса çỹренĕ май. Витере таса та тирпейлĕ. Марат Явдятовичăн хăйĕн пилорама пуртан вăл пỹлмесене те йывăçранах тунă. Пăрусен, лашасен айне пăчкă кĕрпи сапсах тăраççĕ. Хĕле хатĕрленсе стенасене шуратса дезинфекциленĕ. Ятарлă стенд та пур. Унта выльăхсен рационĕпе те, ĕç сыхлавĕпе çыхăннă журналпа та тĕплĕн паллашма пулать. Пуçăннă ĕçе ячĕшĕн çеç туманнине çакă та çирĕплетет.

Фермерăн кайăк-кĕшĕк те картиш тулли. Хурсен, кăвакалсен, бройлерсен шучĕ пурĕ пĕрле çĕр пуçран та иртет. Чĕпсене вăл Патăрьелĕнчи пасартан туянать. Кун чухлĕ йыша, паллах, çемьепе çеç çисе яраймастăн, ытлашшине М. Шайхуллов сутать. Вĕсен какайĕсене туянас кăмăллисем çителĕклех. Инçе çула кĕскетсе Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчен, Йошкар-Оларан килеççĕ. Ĕне-выльăх, лаша продукцийĕсене те ăçта вырнаçтарассипе йывăрлăх çук.

Выльăхсене те, хур-кăвакала та апат нумай кирлĕ.Фермерăн Туçа ял тăрăхне кĕрекен Тутар Тимешĕнче 20 гектар çĕр пур. Унта нумай çул ỹсекен курăк çитĕнет. Тырă вара фермерсенчен е ял хуçалăх предприятийĕсенчен туянать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика