24 сентября 2019 г.
Кашни хулан, ялăн хăйĕн историйĕ. Вĕсенче пурăнакан çынсен те çавах. Яковлевсем Патăрьел ялĕнче пуçламăшĕнчех тымар янă тесен те йăнăшмастпăр пулĕ. Федор Константиновичпа Елена Ивановна кун-çулне çакăнтах пурăнса ирттернĕ. 10 ача çуратнă мăшăр. Вĕсенчен 6 ывăлĕпе 2 хĕрĕ пурнăçĕсене малалла тăснă.
Çăмăл пулман. Колхозра ĕçленисĕр пуçне Яковлевсем килти хуçалăхра хурт-хăмăр усранă, Пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. 6 ачине аслă пĕлỹ панă. Ăрăва малалла тăсакансем пĕрле пухăнса сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл калаçни савăнтармаллипех савăнтарать. Иртнĕ вăхăта куç умне кăларни кăмăллă-çке.
Сăмахăма Яковлевсен аслă хĕрĕ Элиза çинчен те пуçарас килет. Вăл 1932 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Сахал мар хура-шур курнă. Малашнехи пурнăçа шанса çирĕппĕн утнă. Шăллĕсен тĕрекĕ те пулнă. Ялти шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине кĕренме кĕнĕ. Вĕрентекен пулас ĕмĕтне пурнăçланă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăнни те, кĕçĕннисене ура çине тăма пулăшасси те хистенĕ ăна.
1949 çулхи август уйăхĕнче ялта кĕнеке лавкки çуннă. Вĕçсе ỹкнĕ çулăма пула 6 çурт та тĕппипех кĕлленнĕ. Яковлевсем те нимсĕр тăрса юлнă. Вăхăтлăха вĕсене шкул хваттерне выраçтарнă.
Элиза Федоровна ялти 7 класлă пĕлỹ çуртĕнче ĕçлеме пуçланă.
3 çултан Яковлевсем çуртлă-йĕрлĕ пулнă. Элиза вара 1954 çулта Шупашкарти пединститута историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ.
Ĕç кĕнекинче тĕп хулари 6-мĕш вăтам шкулта директор çумĕнче тăрăшни 39 çул курăнса тăрать. Унсăр пуçне вĕрентỹ министерствинче ĕçлени те пур. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 46 çула çитнĕ. Вĕрентỹ отличикĕ ята та тивĕçнĕ вăл.
Э. Дмитриева кĕçĕн класс учителĕсем валли дидактика материалĕсем те пичетлесе кăларнă. Сорос премине те 2 хутчен илме тивĕçнĕ.
Çулсем иртнĕ пулсан та Э. Яковлева-Дмитриева хăй вĕреннĕ шкула манмасть. Кĕнекисене библиотекăсене парнелет.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)