Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пулăçсен "десанчĕ" виçĕ кун турнирта савăнчĕ

03 сентября 2019 г.

Пулăçă, сунарçă, кăмпаçă.... пулма шалтан тапса тăракан туйăм пысăк кирлĕ. Вĕсем пурте çак ĕçпе "чирлĕ" çынсем, фанатсем. Çак кунсенче Патăрьелĕчи пысăк кỹлĕ хĕррине пулă тытма юратакансем виççĕмĕш хут Валерий Ялукова асăнса тата хисеп туса фестивале пуçтарăнчĕç.

Йăлана кĕнĕ турнира йĕркелекенĕ унăн ывăлĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Петр Ялуков. Сăмах май каласан, Валерий Петрович та (йывăр тăпри çăмăр пултăр) ăста пулăç пулнă. Çамрăк чухнех хăйĕн ывăлĕсемпе çак кỹлле сахал мар пулла çỹренĕ. Пулăçсен "карп-фишинг" фестивальне кăçал та иртнĕ çулхи пекех сакăр команда хутшăнма хапăл тунă. Ульяновск хулипе облаçĕнчен, Шупашкартан, Канашран килнĕ ăстасем, вырăнти пулăçсем виçĕ кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи илемлĕ шыв хĕрринче чи пысăк карпа туртса кăларас тĕлĕшпе тупăшрĕç. 5 -6 çул каялла ĕрчеме пуçланă пулăсем паян самай пысăк. Ытама та аран кĕреççĕ темелле! Иртнĕ çул, акă, фестивале хутшăннисем çаклатнă чи пысăк пулă 13 килограмм ытла тайнă! Кăçал та ырă хуçасене çакланнă карп пĕлтĕрхинчен кая пулман.

Фестиваль-ăмăртăва унăн тĕп судйи Н. Каклимов уçрĕ, пурне те ăнăçу, савăнăçлă кану сунчĕ. Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Ялуков, ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ С. Ахмеев, Валерий Петровичăн ывăлĕсем Петр тата Геннадий Ялуковсем ырă йăлана малалла тăсмаллине, фестивале тата анлăрах ирттерме пулнине каларĕç. Çакăн хыççăн вара ăста пулăçсем кашниех шăпа янă хыççăн тивĕçнĕ вырăнсене саланчĕç. Старт илнĕ хыççăн яваплă тапхăр пуçланчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем ку тĕлĕшпе кашниех пуян опыт пухнă темелле. Пурте мĕн ачаран йăмпăл-ямпăл пулăсене вăлтапа тытма хăнăхнă. Çанталăкĕ те вĕсене май пулчĕ: çилĕ те пур, сар хĕвелĕ те савăнтарчĕ. Хăйсем калашле, шăпах карп тытмалли "ылтăн кун". Фестивале хутшăннă хастарсем мĕн пурĕ Патăрьел кỹллинчен 100 килограма яхăн карп тытрĕç. Ăсталăхпа илес пулсан Ульяновск облаçĕнчи "Сим-карп" командăна çитекенни пулмарĕ. Игорь Трешниковпа Сергей Пьянов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисене "Ульяновск-карп" тата "Неугомонные" командăсем пайларĕç. Мала тухнă командăсене жюри членĕсем укçан тата кубок парса чыс турĕç.

Сăмах май каласан, пулăçсен турнирĕ кашни çулах кăсăклă, пысăк шайра иртет. Хальхинче те фестивале хутшăннă командăсем кăмăлтан тупăшрĕç, ăмăртăва йĕркеленĕшĕн, пулăçсене асра тытнăшăн, вĕсене кирлĕ условипе тивĕçтернĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç.

А. Егорова

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика