Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Патăрьел çĕнелтĕр, кунран-кун чечеклентĕр

02 августа 2019 г.

Эпĕ район центрĕнче - Патăрьелĕнче - ỹссе çитĕнсе тăван ялтах тĕпленнĕ çынсенчен пĕри. Çавăнпа та маншăн район центрĕн пурнăçĕ, аталанăвĕ, малашлăхĕ пĕрре те ют мар. Тăван ялăм куç умĕнче ырă енне улшăнса пынишĕн эпĕ яланах хĕпĕртенĕ. Паян та çавах. Халĕ вара ял старости пулма шаннă хыççăн пушшех хамăн пĕчĕк çĕршывăмшăн чун пăшăрханать, ăна лайăхран лайăх, тирпейлĕрен те тирпейлĕ, культурăллă курас килет.

Хамăн ĕçĕмпе те, тивĕçĕмпе те эпĕ чылай районта, ялта пулса курнă. Çавăнпа та çынсен ăнланулăхĕ, культура шайĕ, ял илемĕ пирки çакна палăртса хăварасшăн. Юратăвăн чикки çук. Енчен те эпир хамăр çуралса ỹснĕ яла, тăван тавралăха питĕ хисеплетпĕр, юрататпăр пулсан, уншăн тем тума та хатĕр пулмалла. Çавăн чухне Патăрьел паянхинчен те ытларах тирпейлĕ, хăтлă, культурăллă район центрĕ пулĕ.

Пирĕн ял ыттисемпе танлаштарсан пысăк çеç мар, кунта тĕрлĕ халăх çынни пурăннипе, ял инфратытăмĕ урăхларах пулнипе те уйрăлса тăрать. Район центрĕнче уйрăм хуçалăх тытса тăракансем те, патшалăх çурчĕсенче тĕпленнисем те пур. Организаци-предприяти, учреждени шучĕ те ытти ялсемпе танлаштарсан ытларах. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне шăв-шавĕ те, йĕркене пăсасси те ыттисенчен ытларах пулать. Кирек мĕнле пулсан та район центрĕ паян пуянланса, капăрланса пырать темелле. Каçхи Патăрьел урамĕсемпе утса çỹреме те кăмăллă: çутă, лăпкă. Кăнтăрла вара хальхи вăхăтра чылай çуртсен умĕнче çеçкесем илем кỹни чĕрене хăпартлантарать. Акă, район центрĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркĕве хирĕç вырнаçнă çуртсен умĕ темĕнле конкурса хатĕрленнĕ лаптăк евĕр капăр. Унта пурăнакансем тăрăшнипе мĕнле кăна çеçке хĕм сапмасть-ши унта? Çу каçĕпе шăварса, çум курăкран тасатса тăраççĕ вĕсем утма çул хĕрринчи пĕчĕк лаптăка. Çав вăхăтрах хăш-пĕр патшалăх çуртĕнче пурăнакансем умĕсенче хыт-хура, мăян вăрри "ĕрчетеççĕ"… Пĕр ялтах икĕ тĕрлĕ тĕслĕх. Енчен те пурте илеме туйма пĕлсен пирĕн чунсем те çемçелĕç. Ял илемĕ - хамăр алăра.

С. ШАДИРЯКОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика