02 июля 2019 г.
Пирĕн çĕршывра çулленех Раççей çамрăкĕсен кунне июнĕн 27-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çакă вăл яш-кĕрĕм патне пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртать, мĕншĕн тесен вĕсенче пирĕн пуласлăх- çке. Çамрăксен пурнăçа малалла тытса пымалла, çĕршыва аталантармалла, чечеклентермелле.
Паллă куна уявласа тĕрлĕ мероприяти, акци иртет. Çакăнтан пирĕн район харсăрĕсем те пăрăнса юлмаççĕ. Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем "Айтăр-ха, çамрăксем!" илĕртỹллĕ мероприяти йĕркелерĕç. Çамрăксемпе конкурссем, вăйăсем, мастер-классем ирттерчĕç. Культурăллă кану нумайлăха ăшă аса илỹсем хăварĕ. Мероприяти аэробикăпа вĕçленчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)