Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тăрăшса вĕреннĕрен чыса тивĕçнĕ

28 мая 2019 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пултарулăхри ăнтăлушăн çамрăксене стипенди параççĕ. Çак чыса çулленех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем йышлăн тивĕçеççĕ. Çакăнта ачасене вĕрентекен педагогсен тỹпи те пурах ĕнтĕ. Ку хутĕнче стипенди илме Ю. Кубиков, Н. Перепелкин, А. Сафьянов, А. Сугутская, Е. Хураськина, Д. Тазюков тивĕç пулчĕç. Кашнийĕшĕн хăйне майлă çитĕнỹ. Пурте тăрăшса вĕренеççĕ. Йĕркелĕхпе, тимлĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Тавракурăмĕсем анлă.

Николай Перепелкин вара класри тата шкулти спорт мероприятийĕсенче лидер шутланать. Район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче малта. 2016, 2017, 2018 çулсенче тĕрлĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсемпе медалĕсене шутласа та кăлараймăн. Чулхула облаçĕнчи ăмăртусенчен малти вырăнсемпе таврăнчĕ. Баскетболла, волейболла выляссипе, шывра ишессипе ăста. Федерацин Атăлçи округĕнче ирттернĕ тупăшăвĕнче те пĕрремĕш пулчĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене хутшăнса шкул команди темиçе хутчен те республикăра мала тухрĕ. Пуçаруллă Коля. Яваплăха туять. "Вымпел" çарпа патриотла центрăн курсанчĕ пулнă май Президент полкĕн беретне тăхăнса çỹреме ирĕк паракан сертификата илчĕ. "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ", "Чи лайăх волонтерсен отрячĕ - 2017" членĕ те.

А. Сафьянов ОБЖпа шкул, муниципаллă тапхăрта, регион шайĕнче призер пулнăччĕ. Тĕрлĕ конкурспа дистанциллĕ олимпиадăсене хастар хутшăнать. Ачасен ăсталăх çурчĕн "Патриот" клубĕн занятийĕсене пĕр сиктермесĕр çỹрет.

Саша "Атăлçи зарници-2017" финалти вăййа командăпа хутшăнса пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. 2018 çулта вăл ертсе пынипе (командир пулнă) "Орленок" ушкăн мала тухнăччĕ. Вĕренекенсем Мускав облаçĕнче "Победа" çарпа спорт вăййисенче те хастарлăх кăтартнăччĕ.

Çарпа патриотла клуб членĕн Диаз Тазюковăн та спортри çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем унсăр пĕрре те иртмен. Кашни предметпах яланах çĕннине шырама тăрăшать. Çĕнĕ материала çăмăллăн алла илет. Шкул, район шайĕнчи олимпиадăсене кăмăлтан хутшăнать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче республикăри ялсенчи çамрăк математиксен турнирĕнче çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Çак чыса иккĕмĕш тапхăрĕнче те тивĕçнĕччĕ.

Каччăн спортри ỹсĕмĕсене çырса та пĕтереймĕн. Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн "Хореографи искусстви" вĕренỹ программине алла илнĕ вăл. "Поклонимся великим тем годам" патриотла юрăсен фестивалĕнче гран-при çĕнсе илнĕ.

Диаз ОБЖпа регион шайĕнчи олимпиадăра призер пулчĕ.

Юрий Кубиков 9 класс пĕтерет. Кирек хăш предмета та çăмăллăн алла илет. Спортра ытларах çăмăл атлетикăна кăмăллать. Каникул вăхăтĕнче ăна Шупашкарти олимп резервĕсен училищине чĕнеççĕ.

Юрий физкультурăпа регион шайĕнчи олимпиадăра призер пулчĕ.

Творчество çынни пулнăран республикăри "Манăн вырăс чĕлхи" конкурсĕнче, интеллектуаллă вăйăсен чемпионатĕнче призер пулнăччĕ. Иртнĕ çул "Юнармия" тĕп штабĕн начальникĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Юнармейская доблесть" паллăна тивĕçнĕччĕ. "Гордость школы" конкурс çĕнтерỹçи Юрий. Юлташĕсем хушшинче авторитетлă.

Анастасия Сугутская малтанласа Туçари вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. Халĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрет. Биологи-хими енĕпе малашлăха çыхăнтарас ĕмĕтлĕ. Кружоксене, факультатив занятийĕсене çỹресе проектсем хатĕрлесе тĕрлĕ конкурса хутшăнать, малти вырăнсене çĕнсе илет. Раççей шайĕнче географипе, историпе "Кĕрхи сесси" предмет олимпиадинче призер пулчĕ. Чăвашла, акăлчанла, вырăсла сăвă вулассипе йĕркеленĕ конкурссене çуллен хутшăнать.

Вĕрентекен ăнлантарнине тимлĕ итлесе ларать Настя. Задачăсемпе упражненисене тĕрĕс те хăвăрт шутлама пултарать. Обществăлла порученисене тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлать. "Сывă çамрăклăх - сывă наци" районти семинар-практикума хастар хутшăнчĕ.

10 б класра вĕренекен Елена Хураськинăран та тĕслĕх илмелли чылай. Икĕ çул умлă-хыçлах вăл район шайĕнче акăлчан чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăра çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Дистанциллĕ конкурссемпе олимпиадăсене те хастар хутшăнса пысăк кăтартусем тăвать.

Хĕрачана химипе биологи профилĕ ытларах килĕшет. Çавна май нумай вулама юратать. Класри тата шкулти обществăлла пурнăçа хастар явăçать. Сăпайлă, сахал калаçма юратаканскер хăй мĕн палăртнине пурнăçлама пултараятех. Кирек кама та пулăшма хатĕр.

Шкул саккинченех тĕрĕс воспитани илсе ỹсекен ачасен çитĕнĕвĕсенче ашшĕ-амăшĕн те тỹпи сахал мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика