Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ял илемĕ кашни çынран килет

28 мая 2019 г.

Патăрьел ялĕ - Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕкĕрĕ. Çавăнпа та пирĕн пата килекенсем район аталанăвне, вăл капăрланса пынине чăн малтан район центрне кура хаклаççĕ. Ял илемĕ, тирпейĕ эпир пĕчĕк тăван çĕршывăмăршăн мĕнле тăрăшнинчен, пирĕн яваплăхран килет-çке. Унăн сăн-сăпачĕшĕн, хамăр пурăнакан кил-çурт таврашĕнчи, урамри тасалăхшăн пурин те пĕр çын пек пулса тимлемелле. Çавăн пек чухне çеç тасатнă çĕрте мар, вараламан вырăнта иртсе çỹреме кăмăллă пулĕ.

Район центрĕ- тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерсе тăракан интернационалла пысăк "çемье". Кунта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе тымар янă тăванăмăрсем те пурăнаççĕ. Пурте туслă, юлташлă, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. Пирĕн ял, паллах, ыттисемпе танлаштарсан йышĕпе те пысăк, инфраструктура аталанăвĕпе те пуян. Çапах та ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен пĕчĕк тата вак ĕçсене пурнăçласси, хăш-пĕр ыйтăва "урама" кăлармасăрах, ял пуçлăхне систермесĕрех татса парасси те пулать. Ун пек чухне ял çынни тỹрех поселени ертỹçи патне чупмасть, ял старости е вырăнти депутат патне ыйтупа тухать. Çак тивĕçе хам çине илни нумаях мар-ха манăн. Алла староста удостоверенине тыттарни те икĕ уйăх çеç темелле. Çапах та обществăшăн тăвакан ĕç питĕ яваплă, çав вăхăтрах усăллă иккенне туйса ĕлкĕртĕм. Темиçе эрне каялла ял çыннисем масар çывăхĕнчи кỹлĕ таврашне тасатмалли, унта анса хăпарма, шыв илме каçма тумалли пирки ыйтупа тухрĕç. Ăна татса парассине вăраха тăсмарăмăр. Аркадий Николаев, Александр Николаев, Дмитрий Курицин пенсионерсен харсăрлăхĕпе çийĕнчех çак ял çыннисен "наказне" пурнăçа кĕртрĕмĕр. Тепĕр чухне ĕçе йĕркелеме нумай укçа-тенкĕ те, хăватлă вăй та кирлĕ мар. Кăмăл пысăк пулни те çителĕклĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă 3 - 4 хастар кĕске вăхăт хушшинчех çак енче пурăнакан çынсен кăмăлне тупрĕç.

Çветуй Троица кунĕнче Патăрьелсем ял уявне ирттерме хатĕрленеççĕ. Аслă ăру çыннисем ыйтнипе çак кун пысăк вăйă карти йĕркелесшĕн, ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илесшĕн. Ку ĕçе кĕпер е каçма тунипе танлаштарма çук пулин те культура мероприятине чыслăн ирттерсе яма каллех пĕрлехи вăй кирлех.

Н. НИКОЛАЕВ, Патăрьел ял старости

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика