24 мая 2019 г.
Чулхула облаçĕнчи Богородск хулинче триатлон енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта 150 ытла çамрăк хутшăнчĕ. Пирĕн район акватлонисчĕсем те тупăшăва тăчĕç. Хăйсен ỹсĕм çулĕсемпе илсен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Смирнова пĕрремĕш, О. Красновăпа А. Путяков тата иккĕмĕш вăтам шкулти А. Алексеев иккĕмĕш, К. Фролова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи А. Салиховăпа С. Муськинăн кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ.
Ачасен шывра ишес пултарулăхне С. Рубцовăпа В. Платонов тренер-преподавательсем ỹс- терме пулăшаççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕн ăнланулăхĕ пысăк пулни те кăмăллă. Инçе çула ачисемпе хăйсем те тухма хирĕçлемеççĕ вĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)