17 мая 2019 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул уçăлнăранпа 85 çул çитрĕ. Халĕ кунта 42 класс-комплектра 1024 ача вĕренет. Çитĕнекен ăру пĕлỹ илме 23 ялтан çỹрет. Кашни класра вăтамран 24 вĕренекен. Ачасем пĕр сменăпа пĕлỹ илеççĕ. Район, республика ертỹçисен витĕмлĕ пулăшăвне кура Табаков урамĕнче пуçламăш классене вĕренмелли илемлĕ тепĕр корпус хута ятăмăр.
Шкул ресурс тата методика центрĕ, республикăри стажер площадки шутланать. Паян кунта тĕрлĕ инноваци проекчĕ ĕçлет. Çарпа патриотла воспитани тата граждансене çар службине хатĕрлекен зонăри центр та. Вĕренекенсем Чăваш патшалăх тата педагогика, Ульяновскинчи физикăпа техника университечĕсен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн базисенче стажировкăсемпе вĕренỹ ирттереççĕ.
Юлашки 10 çулта шкулти çамрăк армеецсем республикăри тупăшусенче çĕнтерсе Чăваш Ен чысне федерацин Атăлçи округĕнче хỹтĕлеме пултарчĕç.
Вĕренекенсен тата вĕрентекенсен хор коллективĕ пĕтĕм Раççейри фестивалĕн регионти тапхăрĕнче профессиллĕ юрăçсене кая хăварса иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулчĕ.
Шкул "Ташлакан шкул" проекта хастар хутшăнать. Шкул прессипе телевиденийĕ те ăнăçлă ĕçлет.
Коллектив сăнавлă тата пилотлă проектсене хутшăнса курăмлă çитĕнỹсем тăвать. 2014-2017 çулсенче умлă-хыçлах Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх 200 шкул йышнĕ кĕчĕ.
84 çулта вĕренỹ учрежденийĕнчен 5 пин ытла выпускник тухнă. Вăл шутра наукăн 7 докторĕ тата тĕрлĕ отраслĕн 21 кандидачĕ. Экономика наукисен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Кураков, физика-математика наукисен докторĕ О. Сапожников профессор, 29 çулта кандидат диссертацине хỹтĕленĕ физика-математика наукисен докторĕ П. Чагиров, 2014 çулта "Умник" гранта тивĕçнĕ О. Тупикин, Сеченев ячĕллĕ Раççей медицина академийĕн ылтăн реестрне кĕнĕ А. Тукмаков тата ытти выпускниксем шкула чыс кỹчĕç.
Шкулта вĕрентекен педагогсен авторитечĕ пысăк. Вĕсем профессиллĕ конкурссене сахал мар хутшăнаççĕ. Муниципаллă тапхăрта кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 79 ача призлă вырăнсене çĕнсе илни те вĕрентекенсен тăрăшулăхне çирĕплетет. Çакăнта Ю. Васюткин, В. Солдатов, Ю. Краснов, В. Афанасьева, О. Елкина, Ю. Тинюкова, А. Кубикова, А. Майрина, Н. Кошкина, В. Гранатский, Л. Евсеева, С. Попова, Н. Назарова, С. Сафьянова, Е. Маркиданова, Г. Перепелкина, Н. Путякова, С. Солдатова, О. Каллина, В. Федорова, Л. Сорокина, О. Александрова тата ытти педагогсен курăмлă ĕçĕ палăратех.
Çамрăк математиксем республикăри турниртан çĕнтерỹçĕсем тата призерсем пулса таврăнчĕç. Кунта Э. Сейфуллина, А. Селиванова, Г. Азмукова, П. Александров, Э. Емельянова вĕрентекенсем çанă тавăрса ĕçлени курăнать.
Творчествăри ăнтăлушăн Ю. Кубиков, Д. Тазюков, Н. Перепелкин, А. Сафьянов, А. Сугутская, Е. Хураськина вĕренекенсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçни те кăтартуллă ĕçĕн çимĕçĕ. М. Галкин вара район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.
Вĕренекенсемпе шкул çитĕнĕвĕнче ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ те пысăк.
Ял шкулĕ эпир. Çакăнпа мăнаçланатпăр та. Шкул ачисем - алла аттестат илнĕскерсем- пирĕн тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ. Пĕрремĕш выпускниксем те вуннăмĕш теçеткене вакланă ĕнтĕ. Ял шкулĕ - Раççей шанăçĕ. Малашне те çапла пултăрах.
Н. АНДРЕЕВА, шкул директорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)