Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Николай ЧУМЕРИН:Хăлхана кĕнĕ сăмах пуçра юлтăр

05 апреля 2019 г.

 «Ылтăн  кадрсем» теççĕ ун йышшисем пирки. Вĕсем чылай çул ĕçлеççĕ пулсан та хастарлăхĕпе  пуçарулăхне  çухатман, общество ĕçне хутшăнаççĕ, хăйсен  опытне çамрăксене параççĕ. Вĕсенчен пĕри - Патăрьелти 2-мĕш шкулт афизика вĕрентекен, Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Николай Чумерин.

Николай Иванович физика вĕрентекенĕсен районти ассоциацине ертсе пырать. Вăл пире ялти учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартма килĕшрĕ.

«Пăттипе шỹрпи пĕрле тĕк - усси сахал»

- Николай Иванович, вĕрентекен çул-йĕрне  ăçтан  пуçларăр?

- Шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  университечĕн  хими факультетне вĕренме каясшăнччĕ. Директор чĕнсе илчĕ те, «Пирĕн физиксем ватăлса пыраççĕ, çавăнпа сана Патăрьелти роно урлă вĕренме ярасшăн», - терĕ. Ун чухне директор калани ачашăн саккун. Мĕншĕн учитель пулма шухăшланине калама пĕлместĕп. Шкулта мана биологипе хими учителĕ Ксенофонт Лекарев урокĕсене еплерех йĕркелесе ертсе пынипе килĕшрĕ. Сăмах май, каярахпа Ксенофонт Емельяновичпа пĕрле ĕçлеме те тỹр килчĕ. Тăрăнти шкулта çулталăк ĕçленĕ хыççăн çемье çавăртăм. Мăшăрăмпа Татьяна Владимировнăпа иксĕмĕре Çĕнĕ Ахпỹрт шкулне чĕнчĕç. Эпир пулас арăмпа пĕрле вĕреннĕ. Вăл шкул ачисене математика пĕлĕвĕ панă. Халĕ - тивĕçлĕ канура. Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн директор çумĕ пулса тăтăм. Каярахпа директора лартрĕç. Физик пенсие кайсан суйласа илнĕ предмета вĕрентес ĕçе путрăм. Пурăна киле Патăрьелти 2-мĕш шкула куçма май килчĕ. Кунта 13-мĕш çул ĕнтĕ.

- Химика мар, физика кайма тивнишĕн кулянмастăр-и халĕ?

- Манăн стаж кăçал 40 çул пулать. Учитель ĕçĕнче йывăрри те, кăмăлли теп улать. «Эх, учитель профессине мĕншĕн суйларăм-ши?» - тесе çаккуна çитсе пĕрре те ỹкĕнмен. Ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Физика - хăйне евĕрлĕ наука. Физика авалхи грек чĕлхинчи фюзис сăмахран пулнă, çут çанталăк тенине пĕлтерет. Эпир пурте - çут çанталăк. Вĕренекенсемпе практика ĕçĕсем, сăнавсем тăватпăр. Ачасене килте те опытсем тума хушатăп. Кăмăлласах пурнăçлаççе. Уйрăмах - 7-8-мĕш классем. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне физикăна суйлакансен йышĕ çулсеренех ỹсет. Кăçал 11-мĕш класра вĕренекен пилĕк арçын ача физикăпа экзамен тытĕ.

- Физика мĕнле аслă шкулсене вĕренме кĕмешкĕн кирлĕ?

- Чи малтан информатика енĕпе вĕренме кирлĕ. Физикăпа математика учительне каякансене те кирлех. Çар училищинче пуринчен малтан физикăпа экзамен тытмалла. МЧС, пушар техники енĕпе пĕлỹ илес текенсен те физикăна лайăх пĕлмелле. Кăçал шкул администрацийĕ физикăпа хушма сехет уйăрса пачĕ. Нумаях пулмасть эрнере пĕр сехет астрономи вĕрентессине кĕртрĕç. Республикăра Пĕтĕм Раççейри педагогика ĕçченĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. «Космоса вĕçнĕ çĕршывра паян мĕншĕн астрономине вĕрентмеççĕ?» - ыйту патăм Алена Аршинова депутата. Чăнах та, тепĕр çултан астрономи е шкул программине кĕртрĕç. Кунта Алена Игоревнăн тỹпи пурах тесе шухăшлатăп.

- Ачасем ППЭне епле тытаççĕ?

- Паллах, пур ача та пĕр мар. Ытларахăшĕ 78-80 балл пухать. Республика шайĕнче нихăçан та кайра пулман.

- Тĕрĕссине калăр-ха, вĕренекенсен пĕлĕвне ППЭ тыттарса тĕрĕслени сире килĕшет-и?

- ППЭ тытăмне кĕртнĕ чухне пирĕн шухăша ыйтман. Учительсенчен чылайăшĕ малтан çакна хирĕç пултăмăр. Яла чи маларах Мускаври, Санкт-Петербургри аслă шкулсен алăкĕсене уçма та пĕлмен. Халĕ ППЭ тытса пысăк балл пухнисем аякри хуласенчи аслă шкулсене те кĕреççĕ. Паян вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Хуть мĕнле пулăмăн та начар енĕ те, лайăх енĕ те пур.

- 40 çул каялла ачасен физика пĕлĕвĕ мĕнле пулнă? Халĕ епле шайра?

- Ун чухне физикăпа астрономие эрнере 5-шер сехет вĕрентнĕ. Халĕ - пĕр сехет физика та та тепĕр сехет - элективлă курс. Ача ачах ĕнтĕ. Эпир те ача пулнă. Пĕлỹ шайне тараса çине хурса виçме çук. Унччен физикăпа экзамен тыттарнă. Ачасем ун чухне калаçма пултарнă, чĕлхепе ăнлантарма пĕлнĕ. Çакă хальхи вăхăтра çитсех пымасть. Çавăнпа вăхăт тупса ачасене доска умĕнче калаçма вĕрентесшĕн эпĕ. Çулсеренех шкулта, районта ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртет. Вĕренекенсене хăйсем тунă сăнавсене, ĕçсене çын умĕнче хỹтĕлеме хăнăхтаратăп. Çакă ачасене аталантармалли меслетсенчен пĕри. Е ача, калăпăр, физика пỹлĕмĕ валли кăтарту пособийĕ тăвать, ăна хỹтĕлет. Эпĕ унпа урокрау сă куратăп. «Вăт кăна Коля Викторов пĕлтĕр тунă», - тетĕп те ачасем тĕлĕнсе пăхаççĕ. «Эпир те тума пултаратпăр вĕт», - тесе шухăшласа илеççĕ. Паянхи ачасен интересĕсене шута илсе уроксене çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшатăп. 7-мĕш классене киле практика занятийĕсем пурнăçлама парса яратăп, планшетсемпетелефонсем çине видео ỹкерсе килме хушатăп. «Эпĕ кăтартам-и?» - алă çĕклеççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть Архимед саккунне пăхсат ухрăмăр. Киле ĕç патăм, çĕрулмине тасатса пĕрне – тăварлă, теприне таса шываямалла. «Пĕринче путать, тепринче çук, пĕтĕмлетỹт ăвăр», - хушрăм вĕсене. Хăйсен тĕпчевне кăтартма илсе килчĕç. Кун пек чухне вĕсене икĕ «5» лартса пама та хатĕр. Çакă ĕмĕрлĕх асра юлать. Пире халĕ тĕлĕнтерме йывăр, вĕсемшĕн – çĕнĕлĕх. Саша Табаков Мускаври халăхсен туслăхĕн университечĕн физика факультетĕнче вĕренчĕ. «Николай Иванович, сире питĕ пысăк тав. Эпĕ унта, хула шкулĕсенчент ухнă çамрăксен хушшинче, лабораторипе зачет ĕçĕсене чи малтан параттăм. Преподавательсемпе студентсемт ĕлĕнетчĕç. «Саша, эсĕ улталатăн пуль. Ялти шкултан вĕренсе тухнă ачан çавăн пек шай пулма пултараймасть. Çĕнĕ йышши оборудованипе те ĕçлеетĕн», - тетчĕç», - каласа кăтартнăччĕ Саша 1-мĕш сесси хыççăн шкула килсен. Чăнахт а, эпир 2008 çулта çĕнĕ оборудовани туяннăччĕ. Ачасене ĕçлеме пирĕн пособи çителĕклĕ.

- «Физика вĕрентекенсем ватăлса пыраççĕ, физика каякан çук», - тенине пĕрре кăна мар илтме тỹр килнĕ шкул директорĕсенчен…

- Пирĕн физика учителĕ пулас текенсем пур. Нумаях пулмасть Сергей Марков вĕренсе пĕтерсе килчĕ. Кĕçех Антон Поляков диплом илсе таврăнать. Эпĕ Антонăн классертỹçи пулнă. Манран яланах сĕнỹ-канаш ыйтать. Пирĕн шкула практикăнак илме ĕмĕтленет. Пухнă опыта вĕсене паратăп. Тĕрĕссипе, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче физика учителĕсем çитмеççĕ-ха. Пуррисем, чăнахта, ватăлсап ыраççĕ. Чылайăшĕ темиçе шкулта вĕрентет.

- Вĕрентĕвĕн çĕнĕ программипе килĕшỹллĕн 2020 çултан физикăна, химие е биологие ачасем суйласа илсе вĕренме пуçлаççĕ…

- Винегрет тутлă-ха, çапах…Пирĕнтен татах ыйтмаççĕ вĕт. Мана, паллах, ку килĕшмест. Хăй вăхăтĕнче çĕршывра предметсене уйăрса вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн аталанса космоса вĕçме, спутник яма пултарнă тăк çак çитĕнỹсем ахаль пулман. Пĕр сăмахпа, пăттипе шỹрпи пĕрле пулсан усси сахал.

Уравнени хăйне шухăшласа кăлараканран ăслăрах

- Николай Иванович, калăр-ха, физика мĕнпе интереслĕ?

- Театр çекĕлтен тытăнать. Физика вара мĕнрен? Чи малтан кабинетăн тивĕçлĕ шайра пулмалла. Педагогăн ачана интереслентермелле, кăтартмалла. Паллах, урока кĕнеке тăрăх та ирттерме пулать. Манăн тĕллев - урокра ачасене мĕн те пулсан кăтартасси. Вĕсем алăпа тытса пăхчăр, хăлхана кĕнĕ сăмах пуçра юлтăр. Хальхи ачасем телефона, компьютера мĕншĕн лайăх пĕлеççĕ? Вĕсем ăна алăпа тĕкĕнеççĕ. Физикăрата çавăн пек - вĕсен тытса курмалла. Хальччен эпĕ ППЭре çук тесе программăри пĕр лаборатори ĕçне те сиктерсе хăварман. Ачасене ĕçлеттерметăрăшатăп, пĕлеççĕ-и, çук-и - алăпа тытса курччăр, вара интерес çуралать. Интерес тупăнчĕ тĕк теорие те пĕлесшĕн пулаççĕ. Çакăн пек ĕçлесен ачасем физика патне туртăнаççĕ. Сăмахпа ирттернĕ урок - физика урокĕ мар. Çав вăхăтрах хăвăн пỹлĕмре кăна ĕçлесен çын ĕçне курмасăр юлса тутăхатăн. Хăвăн - пĕр тĕрлĕ, çыннăн - тепĕр тĕрлĕ. Мĕн курнине йăлтах ăса хывса пымалла. Çавăнпа фестивальсене хутшăнатăп. Лауреат ятне пилĕк хутчен çĕнсе илнĕ. Юлашки çулсенче эксперт та пулнă. «Олимпис», «Инфоурок» конкурссене, олимпиадăсене ачасене яланах явăçтаратăп. Астăватăп-ха, СашаТабаков республика конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Шкул линейкинче ăна 4 пин тенкĕ преми пачĕç.

- Районти физика учителĕсена ссоциацине 5 çул ертсепыратăр?

-Ассоциаци тĕллевĕ - методика шайĕнчи тĕрлĕрен опытпа пĕр-пĕрне паллаштарасси. Пĕр-пĕрин урокне çỹретпĕр, сỹтсе яватпăр. 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем валли физикăпа тепĕ ролимпиада, «Зубренок» ятлине, йĕркелерĕмĕр. Унта ачасем хастарутшăнаççĕ.

- Эсир директор та пулнă. Ертỹçĕ е учитель ĕçĕ интереслĕрех?

- Ертỹçĕ чухне интереслĕрех, мĕншĕн тесенч ылай çынпа паллашатăн. Акула пĕр вырăн та тăчĕ тĕк–вилет. Унăн ялан куçса çỹремелле. Директорта çавă нумайрах. Пушă вăхăт çук. Вĕрентекен ĕçĕ те кăсăклă, фестивальсене тухатпăр. Пĕр-пĕрин урокне çỹретпĕр. Хамăн ĕçĕн кăтартăвне курсан сĕре савăнатăп. Математиксен лайăх каларăш пур, уравнени хăйне шухăшласа кăлараканран ăслăрах. Эпир вĕрентекен ачасем пирĕнтен ăслăрах пулччăр. Хамăр хыççăн тивĕçлĕ ăру хăварасчĕ.

- Чумерин хушаматлă физик республикăратек çук пуль…

- Ун пек хушаматпа çỹрекенте çукпа пĕрех. Патăрьел тăрăхĕнче пирĕн кăна çавăн пек хушамат. Аса илĕр-ха, пĕр юрăра çакăн пек сăмахсем пур, «Анчах темшĕн ĕçкĕре чĕп-чĕрех эс, чĕмере»… Ĕлĕк сурăхсен мăйне шыçă тухнă - выльăх пуç çаврăннипеаптăраса вилнĕ. Манăн асаттен ашшĕ Ваçлей çав шыççа алăпа ватса сурăхсене сыватнă, çавăнтан тухса кайнă та Чумерин…

- Сирĕн ачăрсем те тĕрĕс наукăсене кăмăллаççĕ-и?

- «Ачасем çинче çут çанталăк канать, - теççĕ-и-ха. Хĕрĕмсем урăх çул суйларĕç. Эпир куншăн мăшăрпа иксĕмĕр те кулянмастпăр. Пурнăçра хăйсен вырăннет упнă вĕсем. Мăнукăм, Нăрваш Шăхальшкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Кирилл, шанăç курет. Темĕнпе те интересленет. Тен, физик пулĕ.

- Вĕрентекен ĕçĕсĕр пуçне тата мĕнпе интересленетĕр?

- Мăшăрăмпа пĕрле 20 çул ытла ĕнтĕ пыл хурчĕ тытатпăр. Мăнукăма та вĕрентсе хăварасшăн-ха. Маларах севок сухан нумай ỹстереттĕмĕр. Халĕ хамăр валли кăнатуса илетпĕр. Ватăлнă май çĕр çинче ĕçлеме йывăрланать. Учительсен хорĕнче юрлама вăхăт тупатăп-ха.

- Физиксем лириксем тенĕрен, сăвă çырмастăр-и?

- 2003 çулта «Çулталăк учителĕ» район конкурсне хутшăнтăм. Эрудици енĕпе ăмăртнă чухне  панă сăмахсенчен сăвă çырмах ушрĕç. Кăвак хуппи уçăлнă самант пулчĕ-и - сăвă çырса пăрахрăм. Литературăна вĕрентекен те хайлайманччĕ. Эпĕ шăрçаларăм. Хам та тĕлĕннĕччĕ…

РозаВЛАСОВА

Шухăш

Людмил аЛЯЛИНА ,Патăрьелти 2-мĕш шкул директорĕ,

-Нумаях пулмасть республика шайĕнчефизикăпа математика, информатикăпа астрономи вĕрентекенĕсен конкурсĕ иртрĕ. Вĕсем Чăваш тата Тутар Сăкăчĕсенчи, Патăрьелти 1-мĕш тата пирĕн шкулсенче уроксем ирттерчĕç. Республикăри физика вĕрентекенĕсен йышĕнче Николай Ивановичăн урокĕ чи лайăххи пулчĕ. Вăл гран-прие тивĕçнĕ. Унăн урокĕнче 5 экспертчĕ, эпĕ те кайрăм. Çав урокра ларнăшăн хама телейлĕ  тесе шухăшлатăп. Николай Ивановичăн методика шайĕ çав тери анлă. Ку конкурсчен те ăна республикăна эксперт пек илсе çуретчĕç. Тавах ăна, пирĕн шкул ятне çуле çĕклерĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика