20 марта 2019 г.
«Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, - тет «Батыревский» пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин. - Эпĕ хулара пурăнаймастăп, шăв-шав килĕшмест мана. Ялта вара шăплăх хуçаланать, сывлăш та уçăĕ.Уй-хирте çакă тата та ытларах палăрать».
Вăл шкулта вĕреннĕ чухне, каникул вăхăтĕнче, асăннă хуçалăхра вырма ĕçĕсене хутшăннă. Шăпах агроном пулас ĕмĕт çавăн чухне çуралнине пĕлтерет çамрăк. Çавна май вăтам шкул хыççăн тỹрех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Асăннă хуçалăхра практикăра пулнă, вырма вăхăтĕнче те вăй хунă. Пултаруллăскере ерт ỹĕсем тỹрех асăрханă, аслă шкул хыççăн ĕçе илнĕ. «Малтанах тĕп агрономăн пулăшаканĕ пулса тăрăшрăм. ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Галина Лялина хăйĕн ĕçне чунтан юрататчĕ. Вăл халĕ тивĕçлĕ канураю Галина Ивановна мана чылай вĕрентрĕ. Уншăн эпĕ ăна яланах тав тăватăп», - кăмăллăн калаçать Евгений Олегович.
Паллах, хăть мĕнле ĕçе те пуçăнма çăмăл маар. «Пирвайхи çулсенче çураки вăхăтĕнче питĕ пăшăрханаттăм, çывăраймастăм. Пуçра пĕртен-пĕр шухăшчĕ, акнă тыр-пул мĕнле шăтса тухĕ-ши. Халĕ вара хамăн ĕçе куç хупса тума пултаратăп. 12 çулта самаях опыт пухрăм»,- малалла тăсăлчĕ калаçу.
Уй-хир малтан симĕс кавирпе витĕнни, кайран тулли пучахсем пуç усса ларни, кĕркунне вара тыр-пула пуçтарса кĕртни таврана илем кỹрет. Юлашки çулсенче çанталăк шăрăх тăни ял хуçалăхне чăрмав кỹни куçкĕретех. «Пĕлтĕр пирĕн тăрăхра çумăр вуçех çумарĕ. Апла пулсан та кĕрхи тулă тухăçпа савăнтарчĕ, гектартан 39 центнер пухса илтĕмĕр. Урпа та аван пулчĕ. Иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 169 гектар çинче акса хăвартăмăр. Мĕнлерех шăтса тухĕç. Калама иртерех. Мĕншĕн тесен кĕркунне уяр тăчĕ», - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ çĕр тухтăрĕ.
Унăн ĕçне «Батыревский» пĕрлешĕвĕн ертỹçи Петр Ялуков та лайăхпа хакларĕ, «Евгений Олегович пирĕн пата аслă шкул хыççăн тỹрех килчĕ. Паллах, ун чухне опыт сахалрахчĕ унăн. Халĕ вара вăл хуçалăх ертỹçин çумĕ шайĕнчех. Спортпа та туслă, малтан штанга йăтатчĕ, халĕ - кире пуканĕ. Ун пек специалистсене эпир хаклатпăр».
Çакна хам курса ĕнентĕм, Евгений Олеговича ĕçри пултарулăхшăн хуçалăх ертỹçисем «Нива Урбан» çăмăл машина парнеленĕ.
Вăл авланнине, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернине пĕлнĕ май ыйту çуралчĕ, çамрăк çемьене ялта пурăнма çăмăл-ши. «Çăмăл, - терĕ çамрăк арçын шухăшламасăрах. - Ятарлă программăпа 9 çул каялла эпĕ кредит илтĕм. Унпа тỹрех хваттер туянтăм. Çамрăк специалистсем валли ытти çăмăллăх та пур. Яла, ĕçе юратмалла çеç. Килĕштерсен хăть мĕнле ĕç те ăнăçу кỹрет», - пĕтĕмлетрĕ калаçăвне агроном. Ăслă сăмах çумне вара нимĕн те хушса калаймăн.
Валентина ПЕТРОВА.Патăрьел районĕ
Источник: "Хресчен сасси"