19 марта 2019 г.
Ырă ĕç тăвакансен çулĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан уйрăм çынсем пархатарлă, сăваплă ĕçпе сахал мар палăрса юлчĕç. Район историйĕн страницине çырăнса юлнисенчен пĕри - район хаçачĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан "Çулталăк çынни" конкурс пĕтĕмлетĕвĕ. Çак сăлтавпа эпир "Авангард" хаçатăн тĕпелне унăн çĕнтерỹçине - республикăри "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн ертỹçине Анатолий Алексеевич Быкова - йыхравларăмăр, унăн ĕçри, общество пурнăçĕнчи хастарлăхĕ, халăхшăн пурнăçланă ырă пулăмсем, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçри тỹпи тата ытти пирки те калаçу пуçартăмăр.
- Пурнăçра кирек мĕнле çĕнтерỹ те çăмăллăн, хăй тĕллĕн çеç пулмасть. Чăн малтан ăна тивĕçлĕ пулмалла, унтан ăна шанăçа кăлармалла. Анатолий Алексеевич, çĕнтерỹ сирĕн чунра чăн малтан мĕнле туйăм çуратрĕ-ши?
- Тĕрĕссипе калатăп, çак хыпар маншăн хĕллехи шартлама кун аслати авăтнă пекех туйăнса кайрĕ. Мĕншĕн тесен списока тăратнă кандидатсем пурте хăйсен ĕçĕнче кăтартуллă, ятлă-сумлă, пултаруллă çынсем. Çавăнпа та чăн малтанах мана çак хисеплĕ ята илме пулăшнă юлташ-пĕлĕшсене, туссене тата ыттисене те чĕререн тав тăватăп. Сирĕн шанăçа тỹрре кăларма, Патăрьел район аталанăвĕшĕн, капăрлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн малашне те тăрăшма Турă сывлăх çеç патăр.
- Эпир пĕлнĕ тăрăх эсир кăтартуллă та сăпайлă çемье пуçлăхĕ, хальхи вăхăтра тỹрĕ чунлă хурал ĕçченĕ, ырă та сăваплă ĕçсен пуçаруçи, шанчăклă юлташ тата ытти те. Пĕр çынра çакăн чухлĕ тиев? Пĕри теприне чăрмав мар-и?
- Çук, паллах. Кашни çыннăн пурнăçра хăйĕн тĕллевĕ. Манăн кредо - çынна май пур таран ытларах ырă тăвасси. Çынна алă тăсса пулăшни нихăçан та харама каймасть.
- Анатолий Алексеевич, сăпайлăхăра çĕнтерсех хăвăр пуçарулăхăрпа пурнăçланă хăш-пĕр ĕçсем пирки çеç чарăнса тăрар-ха. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх вĕсем сирĕн çителĕклех...
- Эпир паян çемьепе Патăрьелĕнче пурăнатпăр. Кун çути Треньелĕнче курнă. Тăван кĕтес, ачалăхра кăтра çерем çинче çара уран чупнă вырăнсем, ял çумĕнчи пысăк кỹлĕ тата ытти те манăн чун варринчех. Çавăнпа та маларах ял масарĕн хапхине улăштарас, кунта тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ырă пуçару туса ял-йышпа пĕрле ĕçе начар мар йĕркелерĕмĕр. Юлашки вăхăтра туристсемшĕн те кану вырăнĕ шутланакан пĕвере икĕ хутчен те пулă ярса ĕрчетрĕмĕр. Кун валли хам пуçарсах укçа пуçтартăмăр. Сăмах май каласан, паянхи кун та çынсем кỹлĕре пулă тытса савăнаççĕ. Кунтан аякра мар ял историйĕпе çыхăннă пĕр паллă вырăн пур. Унта та хăйне евĕр пĕчĕк вăрман чĕртесшĕн. Йывăçсене лартса хăвартăмăр. Ку тĕлĕшпе пирĕн "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн членĕсем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, тăтăшах йывăç лартмалли субботниксене, ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнатпăр. Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ картишне йывăçсем лартнă çĕре те, тирпей-илемпе çыхăннă субботниксене те яланах кар тăратпăр. Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсенчен те айккинче юлмастпăр. Чикĕ хуралçисем кăмăл-туйăмпа та ырă, сăмахĕпе те çирĕп çынсем. Эпир савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайлама тăрăшатпăр. Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн çирĕп тăрасси, çамрăксене патриотсем пулса çитĕнтересси те пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри.
- Çамрăк патриотсем тенĕрен, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн эсир районти "Çăкăр" музейĕнче "Чикĕ хуралçисен" кĕтесне уçрăр, кунтах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пĕрремĕш класри 24 ачана симĕс берет тăхăнтартса кадетсен йышне илтĕр. Çакăн пирки кĕскен каласа хăварăр-ха.
- Музей директорĕ Валентина Маллина пĕлтернĕ тăрăх, чăн малтан çак пуçарупа афганецсем тухнă иккен, хăйсен çар службин историйĕ пирки кунта кĕтес уçнă. Пархатарлă ĕçе эпир, чикĕ хуралçисем кăçал малалла тăсас терĕмĕр. Çак кунхине пограничник-ветерансемпе ашшĕ-амăшĕ умĕнче чикĕ хуралĕнчи салтаксен унчченхи тата хальхи çи-пуçне, пограничниксен символика-юпине, иртнĕ çул хамăр вăйпа кăларнă "Я служил на границе" кĕнекене тата ыттине те музей фондне управа парнелерĕмĕр. Кунсăр пуçне чи пĕлтерĕшлĕ самант _ кадет-пограничниксен йышне чи-чи çамрăк "пограничниксене" йышăнни. Татьяна Ильина вĕрентекен ертсе пыракан 9 класри кадетсем кĕçĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсене аслисем умĕнче хăйсем пек çирĕп кăмăллă та пултаруллă ỹсме чĕнсе каларĕç. Валентина Аппакова кĕçĕн классене вĕрентекенĕн ку тĕлĕшпе опыт пĕчĕк мар. Çак кунхине педагог виççĕмĕш кадет класне хăйĕн яваплăхĕ çине йышăнчĕ. Валентина Михайловна палăртнă тăрăх, çак юхăм ачасене вĕренỹре туртăнма та, спортра çитĕнỹ тума та пулăшать. Çавăнпа çак йăлана малалла та тăсасшăн. Мероприятие Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ В. Семенов, республикăри "Пограничное братство" общество правленийĕн председателĕ А. Шорников (сăн ỹкерчĕкре çамрăк кадетсене саламлать), район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Куданова, кадет класĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç, пурте çамрăк туссене çирĕп вăй-халлă, пултаруллă, кăтартуллă кадетсем пулса çитĕнме ырă сунчĕç.
А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)