Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ырă-сывă пурăнсамăр çынсене савăнтарса

15 марта 2019 г.

Мăшăрĕ, ачисем, кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем, хăти-тăхлачи, тăванĕсем Кĕçĕн Патăрьелĕн- че çуралса ỹснĕ Петр Лампасова 60 çулхи юбилейĕпе саламлаççĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх, тулли телей, ĕçре ăнăçусем, савăк кăмăл сунаççĕ. Ырă кăмăлĕ ан иксĕлтĕр, яваплăх туйăмĕ нихăçан та ан чактăр теççĕ. Унпа мухтанаççĕ, савăнаççĕ, юнашар пурăнма тỹр килнĕшĕн Турра тав тăваççĕ.

Паян Петр Александровича саламлаканĕсем йышлăн. Мĕншĕн тесен районта вăл çитмен ял, вăл кĕмен кас, вăл çаврăнман урам юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Васкавлă пулăшу машинипе 39 çул ĕçлесе миçе çыннăн кун-çулне тăсма тỹр килнине шутласа та кăлараймăн.

Кĕрлĕ-çурлă ỹт температури ỹссе кайнăран, юн пусăмĕ пысăкран е пĕчĕкрен, сывлăш пỹлĕннĕрен, ача çуратма аптранăран, ỹксе сусăрланнăран... васкавлă пулăшу чĕнекенсем сахал мар-çке. Пурин патне те шурă халатлă специалистсене вăхăтра çитермелле. Районĕ пысăк. Малтанхи çулсенче урамсене, кассене пылчăкра кĕме те кансĕртерехчĕ. Çил-тăманпа çул хупланнисем те пулман мар. Çавах П. Лампасов хăйĕн тỹрĕ тивĕçне кашнийĕнчех чыслăн пурнăçлама тăрăшнă.

Петя çамрăкранах ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Уроксем хыççăн ашшĕ патне фермăна пулăшма çỹренĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче сысна кĕтỹ кĕтнĕ. Ялти шкулта пуçламăш классенче вĕреннĕ. Кайран Тăрăна çул тытнă. Вăрнарти професси училищинче тракториста вĕреннĕ. Унтан "Путь Ленина" хуçалăхра ĕçленĕ.

Çар тивĕçне Германинче пурнăçланă каччă. Унтан таврăнсан водителе кỹлĕннĕ. Кĕрнеклĕхĕ паянхи кун та упранать-ха унра. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни сисĕнетех. Районăн пĕрлештернĕ футбол командинче тăнă вăл. Унăн чысне Чăваш Енре хỹтĕлесе малти вырăнсене сахал мар çĕнсе илнĕ.

Мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Сăмах май çакна та каламалла: Нина Ивановна та районти тĕп больницăра ĕçленĕ. Ăрăва малалла тăсакансем те медицинăнах кăмăлланă. Лариса хирурги пайĕнче вăй хурать. Марина вара васкавлă пулăшу уйрăмне утать.

3 мăнук çитĕнет Лампасовсен. Вĕсем кукашшĕне юратаççĕ. Юбилейсенче çемье тăван киле пуçтарăнсан "Ах, аттеçĕм, кукаçийĕм, нумай пурăн, эс пире савăнтарса.." юрă çаврăмне шăрантараççĕ. Çапла пултăрах. (658).

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика