05 февраля 2019 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас тĕлĕшпе урок тулашĕнчи мероприятисем, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çаксем районта иртекен "Зарница", "Орленок" вăйăсенче малти вырăнсене йышăнма та май параççĕ. Ачасем вырăнта кăна мар, республикăри ăмăртусене те хастар хутшăнса лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. "Морское пятиборье" тупăшуран, çамрăк пушарниксен слетĕнчен, "Юнармия" командисем хушшинчи ишес енĕпе ирттернĕ эстафетăран, пăшалтан пемелли, граната ывăтмалли тата ытти ăмăртусенчен дипломсемпе тата кубоксемпе таврăнаççĕ. Вĕсене уйрăмах Н. Мазяков, А. Алякин, М. Сейфуллина, П. Музяков, В. Егорова, М. Иванова, Д. Кальметов, Т. Елистратова хастар хутшăнаççĕ.
Выпускниксем çар училищисене, академисене вĕренме кĕни те савăнтарать. Каникул вăхăтĕнче вĕсемпе тĕл пулусем ирттерме тăрăшатпăр. Санкт-Петербург хулинчи А. Мощайский ячĕллĕ çарпа космос академийĕнче вĕренекен В. Ялуков ачасемпе тачă çыхăну тытать, килмессерен шкула кĕмесĕр каймасть.
Иваново хулинчи Раççейĕн пушара хирĕç кĕрешекен службăн академийĕнче вĕренекен Н. Хурамаев та шкул пурнăçĕпе интересленсех тăрать.
Курсантсем хăйсен вĕренỹ учрежденийĕпе паллаштараççĕ. Çак енĕпе малашлăха çыхăнтарас текенсене тăрăшса пĕлỹ пухма сĕнеççĕ студентсем.
Пулас офицерсем ачасене буклетсем салатса пачĕç, асăнмалăх сăн ỹкерчĕксем турăмăр.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)