18 января 2019 г.
ХĔЛ кунĕ ахах мерчен евĕр йăлтăртакакан юрпа çеç мар, пите-куçа чĕпĕтекен сивĕпе тата куç уçма çук вĕçтерекен çил-тăманпа та пуян. Çакна пăхмасăрах паянхи кун ялсенче шăпăрлансемпе аслăрах çулхи ачасем сăрт айккисенчен хăпма та пĕлмеççĕ: хырăмпа та, çурăмпа та, çунапа та, "ватрушка" текен резина хатĕрпе те ярăнаççĕ. Патăрьелĕнчи кану паркĕнче уйрăм хастарсем ăсталанă сăрт вара кунĕпе çеç мар, каçхине те сĕм çĕрлечченех пушă тăмасть. Державнăй Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ картишĕ ача-пăча сассипе янăраса çеç тăрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)