21 декабря 2018 г.
ПИРĔН район ачисем республика шайĕнче тĕрлĕ олимпиадăра ăс-тăнпа та палăраççĕ, çав вăхăтрах спортра та маттур. Çак кунсенче Çĕрпỹре кадет класĕсенче вĕренекенсем, çарпа патриот клубне çỹрекенсем, çамрăк пожарниксен, космонавтсен тата армеецсен отрячĕсенче тăракансем хушшинче шывра ишессипе ăмăрту иртнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен Н. Мазяков, А. Алякин, Д. Кальметов, М. Сейфуллина, Т. Елистратова, С. Кальметова, А. Сельцова (вĕрентекенĕ В. Антипов) хỹтĕленĕ. Çамрăксем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăннипе те паттăрсем пурăннине тепĕр хут çирĕплетсе панă - "Юнармия" номинацинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)