07 декабря 2018 г.
Врач амбулаторийĕн медсестрисем халăха грипп ересрен асăрхаттараççĕ, прививка тăваççĕ, сывлăха сиплессипе ытти ĕçе пурнăçлаççĕ.Организма вăхăтра вакцинацилени чиртен хутĕленме пулăшать. Çулсерен флюорографи тутарассине те вырăна хумасть хăшĕ-пĕри. Диспансеризаци чир пуçламăшĕн малтанхи тапхăрне палăртма май парать.
Патăрьелти Е.Александрова-Ксенофонтова /Сăкăт хĕрĕ/ шурă халат тăхăннăранпа 34 çул çитрĕ. Канашри медицина училищинче пĕлу пухнă хыççăн пуçланă вăл сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме. Кашни кунах сывлăх çурчĕ еннелле утнă чухне çамрăк чухнех амăшĕ кирек кампа та сăпайлă пулма сĕннине асра тытать. Ĕçченлĕхе вĕрентнĕ ăна амăшĕ. Çынна ырă туни ырăпа таврăнать тенĕ.
Чăнах та, урнăçне паян упкелемелли çук Елена Федоровнăн. Хăйне çур сăмахранах ăнланакан мăшăрĕ - Владимир Семенович - ялан çумĕнче. Полици службинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер студентсене пĕлу парать.
Пĕрле икĕ ача çуратса устернĕ вĕсем Хĕрĕсем качча тухса çемьеллĕ пулнă. Александровсен тăватă мăнук.
Хĕрĕсене аслă шкулсенчен вĕрентсе кăларнă. Иккĕшĕ те яваплă ĕçре. Пĕри - миравай суд, тепри - миграци службин специалисчĕ. Клиентсемпе кăмăллă калаçнине çирĕплетеççĕ вĕсенче пулнисем.
- Йывăç тымарсăр, çут тĕнче хĕвелсĕр маар. Чир-чĕрпе нушаланакан çынна вара эмел кирлĕ. Ĕмĕре вăрăмлатакан чи сиплĕ эмел вăл - ăшă сăмах! Тепĕр чухне йышăнăва килнĕ пациентсене сăмахпа сиплени питĕ вырăнлă. Çакна мала хурать Елена Федоровна, - теççĕ пĕрле ĕçлекен З.Иракинăпа Н.Зайцева. Хăйсем те ĕçшĕн чуна пама хатĕр. Шурă халатлă çынсен ĕç кунĕ 17 сехет хыççăн вĕçленет темелле маар. Киле кайнă чухне те пулăшу пама тивет тепĕр чухне. Канмалли кунсенче те канаш ыйтакан тупăнать. Куршĕ-аршă каллех ун патнех кĕрет. Çĕр çывăрман каç сахал маар.
Ырă сăмах та çынна пурăнма хавхалантарнине, çунатлантарнине ăнланать Е.Александрова. Турă ăна професси суйлаттарнă чухне тĕрĕс çул кăтартнă.Чĕвĕлти чĕлхипе çепĕç калаçса этем чунне уçать. Унăн сăпайлăхĕ, çынна хисеплени ăшă туйăм парнелет. Мухтанасси, хăпартланасси çук. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.
- Хирурги, реанимации, травматологи, ытти уйрăмра кунне-çĕрне пĕлмесĕр пациентсен умĕнче тăракан медицина ĕçченĕсем пирĕнтен хисеплĕрех те! Вĕсен ĕçне маларах хуратăп. Кашни тав сăмахне тивĕçлĕ, - тет Елена Федоровна.
Альбина ЕГОРОВА, Ольга ПАВЛОВА, Альбина АСТРАХАНЦЕВА хатĕрленĕ
Источник: "Хыпар"