Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Килĕшỹллĕ пурнăç - ăнăçу сăлтавĕ

30 ноября 2018 г.

Патăрьел ялĕ район центрĕ çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕкĕрĕ те. Ахальтен мар ĕнтĕ аякри те çывăхри хăнасем, пĕлĕшсем, район тулашĕнче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсем чăн малтанах район пурнăçне, аталанăвне, туслă халăхăн ырлăхне, культурипе йăли-йĕркине Патăрьелне кура хаклаççĕ. Тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерсе тăракан центр çулсерен сарăлса, вăй илсе, капăрланса пырать. Чăвашпа вырăс, тутарпа ирçе тата ыттисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Интернационалла "çемье" пĕчĕк мар. Паянхи куна Патăрьел ял тăрăхĕнче 6700 çын пурăнать.

- Пирĕн тĕп тĕллев - чăн малтанах район центрĕнчи çынсене (кунта ытти çĕртен килсе тĕпленнисем те йышлă) тăнăç та лăпкă пурнăçпа тивĕçтересси, культурăпа чĕлхе, тĕн уйрăмлăхне пăхмасăр пурин ыйтăвне те кирлĕ пек татса парасси, вĕсене культурăллă канма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, килĕштерсе пурăнма майсем тупасси. Çакна эпир район администрацийĕпе, ял тăрăх депутачĕсемпе, старостăсемпе, Обществăлла канаш членĕсемпе, ытти обществăлла пĕрлĕхсемпе пĕр чĕлхе тупса татса пыратпăр. Килĕшỹллĕ пурнăç яланах ăнăçу сăлтавĕ пулнă,- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков район центрĕн социаллă, культура пурнăçĕпе, туслă халăхăн пултарулăхĕпе паллаштарнă май.

Юлашки çулсенче Патăрьел палăрмаллах çĕнелсе улшăнни, çынсене, хăнасене, çав шутрах туристсене те чун киленĕçне тупма канмалли вырăнсем туса пани пурне те савăнтарать. Ку тĕлĕшпе ял поселенийĕ тĕрлĕрен программăпа халăхшăн ырă улшăну тума тăрăшать. Акă, кăçал район центрĕнче "Хальхи хула хăтлăхĕ" программăпа Кепе юханшывĕн пĕр пайне хăтлăх кỹме пикенчĕç. Маларах кунта çыранăн икĕ енĕпе те чылай çыннăн куçне тирĕнекен тирпейсĕрлĕх хуçаланатчĕ. Паян çак вырăн палласа илмелле мар улшăнчĕ: çыран хĕррисене çирĕплетнĕ, брусчаткăран анлă тротуарсем сарнă, карта тытнă, анса хăпармалли пусмасене вырнаçтарнă, çутăпа тивĕçтернĕ... Çитес çул ĕçсене малалла тăсĕç.

Район центрĕнче патшалăх çуртĕнче пурăнакансем те сахал мар. Вĕсенче чылай кỹршĕ-аршă тăванла, туслă пурăнать, çемье çавăрать, пĕр-пĕринпе çывăхланать. Ашшĕ-амăшĕ çеç мар, ачисем те мĕн пĕчĕкрен пĕрле килĕштерсе, выляса ỹсеççĕ. Патăрьелĕнче кăçал çеç нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнче ача-пăча вылямалли икĕ лапам уçăлчĕ. Çакă та çитĕнекен ăрăва çеç мар, ашшĕ- амăшне те пĕрле хутшăнма май парать. Çу каçа вĕсенче хамăрăн ачасемпе пĕрлех аякран, ют республикăран хăнана килнĕ шăпăрлансем те савăнчĕç.

Патăрьел ял администрацийĕнче те ыттисенчи пекех халăх культурине аталантарас, йăли-йĕркине ламран-лама куçарса пырас тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Чи пĕлтерĕшли те сумлисенчен пĕри- ял уявĕ. Троица кунĕнче уяв лапамĕ кĕрлесе çеç тăрать. Чăвашла, вырăсла, тутарла юрă-ташă сцена çинчен пĕрин хыççăн тепри черетленет. Кунтах ял хастарĕсене, ĕç паттăрĕсене чысласси те йăлара. Спорт ăмăртăвĕсем те кашни çулах уява илем кỹреççĕ. Унсăр пуçне йăлана кĕнĕ спорт тупăшăвĕсем, турнирсем, юбилейсемпе çыхăннă праçниксем пурте çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Вĕсем яш-кĕрĕмĕн характерне çирĕплетме, патриотла воспитани илме, кăмăл сипетлĕхне пуянлатма, ыркăмăллăх, хисеп, туслăх туйăмĕсене вăратма пулăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕ туслă та ĕçчен халăхпа пуян.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика