16 ноября 2018 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ патшалăх çуртĕнче пурăнакансем пурте кил-çуртран тухакан çỹп-çапа контейнера пуçтарса пыраççĕ. Килĕшỹ тунă организаци ăна вăхăтран вăхăта тиесе каять.
Çынсен культура шайĕ вара тĕрлĕрен. Хăшĕ-пĕри унта купăста çулçи таранах тултарать. Çакă тĕлĕнтерет те! Вăл пахчара тăпрапа хупласа хурсан çуркуннечченех çĕрет-çке. Улма аврине, ытти пахча-çимĕç каяшĕсене те ана çинчех паха тислĕке çавăрма май пур. Е тата хăшĕ-пĕри магазинтан туяннă шыв, сĕткен пластик савăтсене (5 литр кĕрекеннисене те) лапчăтмасăрах унта тултарать те хурать. Вĕсем пысăк вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Тимĕр контейнер резина мар-çке - сарăлмасть. Ирĕксĕрех çỹп-çап ещĕкĕ туххăмрах тулать те ларать. Ун хыççăн вара айккине тăкăнать, сапаланать, вĕçет. Йытă-кушаксемшĕн çакă çеç кирлĕ!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)