Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çула тухсан йĕркене пăхăнни пит аван

30 октября 2018 г.

РАЙОНТА çулсеренех автомобиль çулĕсем çĕнелсе, тирпейленсе пынипе пĕрлех "хурçă утсен" куçăмĕ те нумайлансах пырать. Çакă вара водительсене, çуран çỹрекенсене тимлĕхе тата ытларах ỹстерме хистет. Унсăрăн ура айĕнчен тенĕ пекех нимĕн те мар инкек йăтăнса анма пултарать. Акă, çак кунсенче çеç Нăрваш Шăхалĕнче чутах пысăк авари пулман. 23 çулхи водитель çул çине тухнă чухне тĕп çулпа пыракан транспорта ирттерсе яман, çавна пула ун çине пырса кĕнĕ. Телее, пассажир аманнă кăна...

Районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ М. Илюткин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх район центрĕнчи "Магнит" магазин умĕнчи аварие тăватă çăмăл автомашина та çакланнă. Айăпĕ - пĕринче. ВАЗ 21104 автомашина водителĕ умра пыраканнинчен иртсе каяс тесе ăна сĕртĕнсе сиенлет, ун хыççăн хирĕç килекен тепĕр икĕ автомашина та çак пăтăрмаха лекеççĕ. Юрать-ха, хальхинче те авари синкерлĕ вĕçленмен. Сăмах май, район территоринчи çул çинче тăхăр уйăхра 23 автоавари пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра - 28 тĕслĕх.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика