23 октября 2018 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ культурăпа кану центрĕнчи "Ăраскал" ансамбль ялсене час-часах тухса çỹ-рет. Нумай пулмасть ушкăн Именкассинчи клубра хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Денис Ванин, Вероника Арланова, Диля Каштанова, Лидия Корнилова, Василий Сабаев, Анастасия Петрова шăрантарнă юрăсем кашнин кăмăлне кайнине, Раççей пирки хывни вара пурин чунне те хускатнине концерта курма пынисем редакцине телефонпа шăнкăравласах пĕлтерчĕç. Вĕсем Шупашкарти артистсенчен те ирттернине палăртрĕç.
Галина Ибетовăпа Луиза Леонтьева лартнă "Куммасем" тата "Тăхлачăсем" инсценировкăсене те залра ларакансем тăвăллăн алă çупсах пăхнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)