Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ĕçленĕ чунтан тăрăшса

23 октября 2018 г.

Патăрьелĕнче пурăнакан Любовь Григорьевна Бородова (Митина) çак кунсенче 85 çул тултарать.

Вăрçă ачисем... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралнисем выçлăхне те курнă, нуши-тертне те сахал мар тỹснĕ. Çапах та вĕсем пурнăçа ỹпкелемеççĕ. Любовь Григорьевна та вăрçă пуçланнă чухне çара уран чупнă. Нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕскер, ачаллах ĕçе кỹлĕннĕ. Колхоз йĕтемĕ çывăх пулнипе кашни çулах каникул вăхăтĕнче унта вăй хунă. Ашшĕ - Григорий Кириллович - вăл вăхăтра колхозра пысăк должноçсем йышăннă. Амăшĕ - Наталья Тихоновна - колхозра вăй хунă. Пысăк çемьене выçă лартас мар тесе ырми-канми тăрăшнă. Ỹт-пĕвĕпе патварскер, Люба та аслисемпе тан ĕçленĕ, тырă миххисене çамрăклах çурăм çине çавăрса йăтнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн хĕрсемпе пĕрле вербовкăпа Мускава каять. Кунта çулталăк ĕçленĕ хыççăн тăван яла таврăнать.

Çамрăк хĕр районти тĕп больницăна санитарка пулса вырнаçать. Малтанласа куç чирĕпе сиплекен уйрăмра вăй хурать, каярахпа гинекологи уйрăмне куçать. Çакăнта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 35 çул ытла, вăй хурать. Миçе врачпа тата медсестрапа ĕçлеме тỹр килмен-ши ăна? Люба аппа вара пуринпе те пĕр чĕлхе тупса, килĕштерсе ĕçленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ тĕрлĕ Хисеп хучĕ нумай унăн. "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ.

- Кивĕ больницăра каланккă хутма вуттине хамăрах касса, çурса хатĕрлеттĕмĕр, пусăран шыв ăсма санитаркăсем черет тăраттăмăр, ỹркенмен, нăйкăшман, ĕçленĕ, - аса илет ветеран. Миçе çын пурнăçне çăлман-ши тата Любовь Григорьевна? Юнĕ 1-мĕш группа пулнă пирки ĕç вăхăтĕнче те, канмалли кунра та, çĕрле те васкавлă пулăшу машини ăна килсе илсе кайнă. Нихăçан та хирĕçлемен вăл, чирлисене пулăшма васканă.

1957 çулта ял каччипе, Иван Дмитриевич Митинпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр çурт лартнă, ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Пĕрре те чирлесе килте ларман, отпуск вăхăтĕнче те совхозра весовщикре тăрăшнă. Шел те, мăшăрĕпе ывăлĕ халь çук ĕнтĕ, Любовь Григорьевна Мария хĕрĕпе пурăнать. 9-мĕш теçеткене капашать пулсан та йĕп куçне те, "Авангард" хаçата та куçлăхсăрах вулать-ха пенсионерка. 

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика