12 октября 2018 г.
1928 çулта, октябрĕн 15-мĕшĕнче, 90 çул каялла, Патăрьелĕнче техника наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн ял хуçалăх тава тивĕçлĕ механизаторĕ, производство организаторĕ Леонтий Никифорович Раськин çуралнă. Вăл Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче, Хусанти ял хуçалăх институтĕнче, Мускаври Пĕтĕм Раççейри наука-тĕпчев институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. "Путь Ленина" колхозра ĕçлеме пуçланă. 1960-1961 çулсенче Ишлейри машина тăвакансен заводĕнче техника уйрăмĕн начальникĕнче, 1962-1973 _ Патăрьелĕнчи "Сельхозтехника" пĕрлешỹре тĕп инженерта, 1973-1987 _ уйрăм управляющийĕнче тăрăшнă. Наука ĕçĕсем, ял хуçалăхĕ, район çыннисем пирки çырнă чылай очеркăн авторĕ. Вăл "Первопроходцы и последователи" икĕ томлă кĕнеке кăларнă. Л. Раськина "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. ("Çулталăк кĕнекинчен"). Пирĕн ентеш 1928 çулта, октябрĕн 15-мĕшĕнче, 90 çул каялла, Патăрьелĕнче техника наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн ял хуçалăх тава тивĕçлĕ механизаторĕ, производство организаторĕ Леонтий Никифорович Раськин çуралнă. Вăл Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче, Хусанти ял хуçалăх институтĕнче, Мускаври Пĕтĕм Раççейри наука-тĕпчев институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. "Путь Ленина" колхозра ĕçлеме пуçланă. 1960-1961 çулсенче Ишлейри машина тăвакансен заводĕнче техника уйрăмĕн начальникĕнче, 1962-1973 _ Патăрьелĕнчи "Сельхозтехника" пĕрлешỹре тĕп инженерта, 1973-1987 _ уйрăм управляющийĕнче тăрăшнă. Наука ĕçĕсем, ял хуçалăхĕ, район çыннисем пирки çырнă чылай очеркăн авторĕ. Вăл "Первопроходцы и последователи" икĕ томлă кĕнеке кăларнă.
Л. Раськина "Хисеп Палли" орденпа наградăланă.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)